Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăка халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.
Конкурса хутшăнакансем «Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх», «Çут çанталăка упрасси – кашнин тивĕçĕ» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Жюри видеокалаçусене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.
Призёрсен хушшинче Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен Еремеева Дарья та пур, унăн вĕрентекĕнĕ Татьяна Горбунова.
Саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.