«Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурс иртрĕ

«Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурс  иртрĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви чăваш чĕлхине, литературине вĕрентес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе  вĕрентекенсен пултарулăхне аталантармалли мелсем туса парас тĕллевпе çулсеренех «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурс  ирттерет.

      Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче, муниципалитет шайĕнче, конкурс вĕçленчĕ. Вĕрентекенсем Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче хăйсен  пултарулăхĕпе ăсталăхне пур енлĕн  кăтартрĕç.

   Жюри пайташĕсем çакăн пек вырăнсене парса хакларĕç:

1 вырăн -  Марина Васильева, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче вĕрентекенĕ;

2 вырăн- Вера Иванова, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче вĕрентекенĕ;

3 вырăн- Алена Галкина, Питĕркасси вăтам шкулĕнче вĕрентекенĕ;

                 Галина Алексеева, Ҫĕнĕ Атикасси  вăтам шкулĕнче вĕрентекенĕ;

Марина Николаевна Васильевăна  тĕп хулара иртекен конкурсра ăнăçу сунатпăр.

 

 

Фотогалерея