Паян муниципаллӑ округра 7-9 класра вӗренекенсем, тӑван ен историпе культурине юратакансем, олимпиадӑна пуҫтарӑнчӗҫ. Пурӗ 20 шкул ачи хутшӑнчӗ.
Ачасем олимпиада ӗҫӗсене тӑрӑшса пурнӑҫлани савӑнтарать.
Кашни ӳсӗмри чи нумай балл пухнӑ вӗренекенсем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ: Васильева Кристина (Хусанушкӑнь шкулӗ), Куликов Семен (Мӑн Этмен шкулӗ), Хорайкина Анастасия (Питеркасси шкулӗ).Пурне те пысӑк ҫитӗнӳсем туса пыма ӑнӑҫусем сунатпӑр!