Çĕнĕ кĕнекепе паллашар-и? «Тăван литература», 11-мĕш класс валли

Çĕнĕ кĕнекепе паллашар-и? «Тăван литература», 11-мĕш класс валли

Чăваш кĕнеке издательствинче чăваш чĕлхиллĕ вăтам шкулсен 11-мĕш класĕ валли хатĕрленĕ «Тăван литература» вĕренÿпе вулав кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна çырса-пухса хатĕрлекенĕ – филологи ăслăлăхĕсен докторĕ А.Ф. Мышкина. Кĕнекене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе тата тĕслĕхлĕ вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Асăннă вĕренÿ кĕнеки 10-мĕш класс кĕнекин тăсăмĕ пулса тăрать. Çавăнпа та кунта унăн тытăмне малалла тăснă: теори материалĕсен, илемлĕ хайлавсен, тĕрлĕ ĕçсен кашниннех хăйĕн çирĕпленнĕ вырăнĕ тата рубрики пур. Вĕренекенсен пĕлĕвне, тавра курăмне тата кăмăл-сипетне аталантарма тĕрлĕ пултарулăх тата проект ĕçĕсем кĕртнĕ. Кĕнекери кашни материал ачасен ÿсĕм шайĕпе килĕшсе тăрать. 

Пĕтĕмĕшле илсен вĕренÿ кĕнеки чăваш литературин 1950 çулсенчен пуçласа паянхи кунчченхи çитĕнĕвĕсемпе çĕнĕлĕхĕсене уçса парать. Çавăн пекех кунта Уралпа Атăл тăрăхĕнчи халăхсен XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи литературин кĕске тишкерĕвне панă. Çыравçăсен пултарулăхне ачасене тарăнрах вĕрентме икĕ мелпе усă курнă: литература портречĕ тата çивĕч ыйту. Çапла Г. Айхи, Х. Уяр, Ю. Скворцов, В. Игнатьев, А. Емельянов, Юхма М., Н. Терентьев, Б. Чиндыков, А. Казанов, Н. Петровская, Д. Гордеев, А. Тарасов, Н. Угарин пултарулăхне литература портречĕ урлă кăтартнă. Чăваш литературинчи роман жанрне (Илпек М., Н. Мранька, В. Паймен, К. Турхан), юрату лирикин (П. Эйзин, П. Яккусен, Л. Мартьянова, П. Çăлкуç) тата фантастика жанрĕн аталанăвне (Г. Краснов, М. Сунтал, В. Степанов), ĕмĕр вĕçĕнчи лирика уйрăмлăхне (А. Смолин, М. Сениэль, Р. Сарпи), прозăри кăмăл-сипет шыравне (Л. Сарине, Ю. Силэм, С. Павлов, У. Элмен), 1990-мĕш çулсенче литературăна кĕнĕ авторсене (М. Карягина, Н. Сельвестрова, О. Прокопьев, А. Мышкина, Н. Ильина), çĕнĕ ĕмĕрти çамрăк çыравçăсене (О. Васильева, О. Австрийская (Иванова), И. Степанова, Е. Александрова, Д. Моисеев) уйрăм пайсенче панă. 

Çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки тăван литературăна, илемлĕх тĕнчине тарăнрах пĕлме тата туйма пулăшакан пĕлÿ çăлкуçĕ пуласса шанас килет.


Источник: Бюджетное учреждение Чувашской Республики дополнительного профессионального образования «Чувашский республиканский институт образования» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики