2022 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртет

2022 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртет

Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци ирттереççĕ.

 Вăл 2022 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртет.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси; 

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктанта икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать:

Пĕрремĕш мел: Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, шкулта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 12.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тÿрĕ эфирта итлеме пулать:

1) Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче;

2) «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче;

3) Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тÿрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе;

4) Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (аудио);

5) Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн социаллă серепесенчи страницисенче.

Диктант бланкне http://chrio.cap.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса, фотоаппаратпа е телефонпа ÿкерсе илсе çак адреспа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/625e718747742ac899c7727e/.

Ярса панă текстсене «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцин йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетнĕ экспертсен ушкăнĕ тĕрĕслет.

Иккĕмĕш мел: ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырма пулать. Çак мелпе çырас кăмăллисем валли муниципалитетсене хатĕрлев ĕçĕ ирттерме ыйтатпăр:

1) культура е вĕренÿ учрежденийĕнче ятарлă вырăн хатĕрлеме;

2) диктант текстне вулакана палăртма (вĕрентекен, артист т.ыт.те; текстне 2022 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ярса параççĕ) е радиопа, Интернетпа итлесе çырма майсем туса пама;

3) шкул ачисене, çамрăксене, педагогсене, акципе кăсăкланакан пĕтĕм халăха хутшăнма майсем туса пама;

4) кашни аудиторире çырнă ĕçсене пухмалла, пухнă текстсене тĕрĕслеме вырăнта экспертсен ушкăнне йĕркелемелле, муниципалитетсен вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене пухса илмелле;

5) «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акци пĕтĕмлетĕвĕсене (миçе çын хутшăннă, миçе çын «5», «4», «3», «2» илнĕ; «5» илнисен списокĕ; çырнă ĕçсене тĕрĕслекен экспертсен списокĕ) 2022 çулхи ака уйахĕн 28-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институтне çак формăпа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/62288780347bfef90a24ef9c/.

Аса илтеретпĕр: Шупашкарта пурăнакансем виçĕ вырăнта диктант çырма пултараççĕ: 

- Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5 çурт, акт залĕ);

- И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201 ауд.);

- И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче (Университет урамĕ, 38 çурт, 434 ауд.).

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 14 сехетре тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли заняти ирттереççĕ.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци пирки пĕтĕмĕшле пĕлме Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче ятарлă баннерта пулать.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

8 (8352) 45-99-96 – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ;

89050275050 – Кузнецов Александр Валерьянович, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ;

8(8352) 45-02-58 – Долгова Алевтина Петровна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ;

8(8352) 22-63-50 (1312; 1304) – Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕ факультечĕн деканĕ;

8 (8352) 45-93-90 (3150) – Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ.

Источник: БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии