«Чăваш ачи

«Чăваш ачи

2022 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă  «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль иртет.

Фестиваль  Калайкасси шкулĕнче 09.00 сехетре пуçланать. Адресĕ: Муркаш районĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт (Моргаушский район, д. Калайкасы, ул. Молодежная, д.3).

Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем –  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа наци ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕ.

Фестивале тăватă енпе хутшăнма пулать: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ); «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ); «Тăвалла пулсан та малалла» (чăвашлăх туйăмне аталантаракан проекта вĕренÿ организацийĕн директорĕ (заведующийĕ) е унăн çумĕ хÿтĕлет).

Фестивале хутшăнма кăмăл пуррисене ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен kalai_vr@mail.ru электрон адреспа çыру ярса пĕлтермелле. Тĕплĕнрех Калайкасси шкул сайтĕнче е ВКонтакте хутшăну тетелĕн фестиваль сообществинче пĕлме пулать.

Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр.

Источник: БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии