Видеоуроксен конкурсне хутшăнма чĕнетпĕр

Видеоуроксен конкурсне хутшăнма чĕнетпĕр

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Пушкăртстан Республикин вĕренÿ аталанăвĕн институчĕпе тата Пушкăртстан Республикин пушкăрт, тăван вырăс тата ытти тăван чĕлхе вĕрентекенсен ассоциацийĕпе пĕрле «Чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ чи лайăх видеоурок» конкурс йĕркелет.

Конкурса хутшăнма материала пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен положенире кăтартнă адреспа ямалла.

Ыйтса пĕлмелли телефон: +7(347)216-36-35, +7 (8352)58-47-19.

Источник: БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии