Чăваш чĕлхипе литературин, тăван ен культурипе историн ăстисем

Район администрацин вĕренÿ пайĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен ассоциацийĕ йĕркеленипе 2019 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче «Чăваш чĕлхипе литературин, тăван ен культурипе историн ăстисем» ăс-хакăл вăййи иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурипе историне вĕренес кăмăлне çĕклесси,  тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси.

Район шкулĕсенчи 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем пилĕк номинацире тупăшрĕç. «Чĕлхе – халăх мулĕ» номинацире Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнчи Яковлева Анастасия 1-мĕш (вĕрентекенĕ Мурайкина С.В.),  Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Ухтеров Максимпа (вĕрентекенĕ Иванова В.Е.) Мишеркасси шкулĕнчи Степанова Екатерина 2-мĕш тата çак шкулти Емельянова Надежда (вĕрентекенĕ Храмова С.В.) 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллă çыннисем» номинацире Питĕркасси вăтам шкулĕнчи Вазин Сергей (вĕрентекенĕ Жукова Л.В.) 1-мĕш, Çĕн Атикасси вăтам шкулĕнчи Осеева Ксения (вĕрентекенĕ Иванова О.Р.) – 2-мĕш вырăнта. Шулю шкулĕнчи Инедеркина Светлана (вĕрентекенĕ Тарасова Г.И.) «Чăваш сăмахлăхĕ» номинацин çĕнтерÿçи. «Илемлĕх тĕнчи» номинацире кăçалхи çыравçă юбилярсен (Çеçпĕл Мишши, Валентин Урташ, Геннадий Айхи, Нестр Янкас, Иван Ивник) сăввисен илемлĕ вулавĕнче  Атнар вăтам шкулĕнчи Князева Екатерина (вĕрентекенĕ Ешмейкина Л.А.) – 1-мĕш, Хусанушкăнь шкулĕнчи Молодейкина Ольга (вĕрентекенĕ Петрова М.А.) 2-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. «Пирĕн пултарулăх» номинацире чăваш юптарăвĕсен илемлĕ вулавĕнче  Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Данилова Екатерина (вĕрентекенĕ Васильева М.Н.) 1-мĕш,  Хусанушкăнь шкулĕнчи Степкин Вадим (вĕрентекенĕ Яруткина С.В.) 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Ăс-хакăл вăййи пуриншĕн те уяв пулчĕ, вĕренÿре те, пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пурри савăнтарчĕ.