2018 çулхи раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Питĕркасси вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» темăпа «Уçă урок» фестиваль иртрĕ. Фестивале Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чӑваш чӗлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Пĕлĕве тарăнрах туптама тата вĕрентÿ ĕçĕнчи ăсталăха кăтартма пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене ǎшшǎн кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ: Л.В. Жукова «Паллǎ ячĕсен çĕр-шывне», Т.В. Горбунова «Ф. Решетниковӑн «Каллех «икӗ» картинипе ӗҫлесси»( 6-мĕш класра), С.В. Яруткина «Фонетика пĕлӳçисем», С.В. Храмова "Ырǎ ĕçсем пĕрле тǎвар"(5-мĕш класра), Г.И. Тарасова "Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» сӑвви»( 7-мĕш класра), Л.А.Ешмейкина «Сыпăнуллă хутлӑ предложенисем. Пĕтĕмлетÿ урокĕ»(9-мĕш класра) темăсемпе уçă уроксем ирттерсе хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ.
Уроксем хыççăн урок ирттернĕ учительсен ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.
Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли «Уçă урок» фестиваль пуриншĕн те усăллă иртрĕ.