Тӑван чӗлхе чуна ҫӗклет…

«Кала, юлташ, мӗн хаклӑ саншӑн

                                                                                Хальхи пуян ҫак тӗнчере?» -

                                                                                   Тесе ыйтсан , сывламӑп ассӑн,

                                                                               Эп калӑп пат:  тӑван чӗлхе!

                                                                                                                        Чӑваш чӗлхи!

 

   Тӑван чӗлхе - халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ.

   Тӑван чӗлхе - атте-анне чӗлхи. Ашшӗ- амӑшне хисеплекен ҫын тӑван  чӗлхене те хисеплӗ, нихӑҫан та, нимӗнпе те улӑштармӗ, И.Я.Яковлев халалӗсене асра тытса пурӑнӗ. Чӑваш халӑхӗ пурӑннӑ чухне унӑн чӗлхи те ӗмӗр-ӗмӗр чӗрӗ, тӗрӗс-тӗкел пулӗ.

   Ӗмӗрсем хушшинче аталанса  пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхне ҫирӗплетсе пачӗ те район шайӗнче Атнарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта пӗрремӗш хут ирттернӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль - конкурс. Пилӗк тӗрлӗ номинаципе иртрӗ вӑл.

    Уява  Атнарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗренекенсем уҫрӗҫ. Вӗсем чӑваш чӗлхи пин-пин чӗлхе хушшинче сӑваплӑ та ырӑ, пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, таса та асамлӑ пулни ҫинчен каларӗҫ. «Халӗ пирӗн, ҫитӗнсе пыракан ӑрӑвӑн, И.Я.Яковлев ӗҫне малалла   туса пымалла, чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле, аталантармалла, тӗпчемелле, упрамалла,»  - терӗҫ вӗсем.

   Чутай енӗн «ҫамрӑк хунавӗсем»  (1-мӗш класран пуҫласа 4- мӗш класс таран) ҫак  мероприятие пӗтӗм кӑмӑлтанах  хутшӑнни палӑрчӗ. Хитре тӗрӗ-эрешлӗ чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем  куракансене тата жюри членӗсене чуна уҫакан юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, чӑваш вӑййи-куллипе тыткӑнларӗҫ, тӑван чӗлхери сӑмах илемӗпе чуна ҫӗклерӗҫ. Чӑваш апачӗн  шӑрши  вара сӑмсана кӑтӑкларӗ.

    Конкурсра ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗр-шывне чунтан кӑмӑллакансен пултарулӑхӗ ҫӑл куҫ пек тапса тӑни сисӗнчӗ. Чӑн-чӑн чӑваш чунлӑ, пултаруллӑ ачасемпе тӑрӑшуллӑ вӗрентекенсем хутшӑнма кӑмӑл туни паянхи кун уйрӑмах чӑвашлӑхӑмӑршӑн питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать.

 

  Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем    Чӑваш республикинче иртекен «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивале кайма  пултарни ҫинчен палӑртма кӑмӑллӑ:

 .

 «Сӑмах илемӗ» номинацире:

1 вырӑн – Соколова Ангелина, 3 класс, Тури Ҫӗрпӳкассинчи пӗтӗмӗшле  тӗп пӗлӳ паракан

                   шкул      (Лукина С В.);

 

«Чӑваш вӑййи» номинацире:

1 вырӑн     Фёдорова Валерия,  4 класс, Питӗркассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам

 

 «Янра, чӑваш юрри» номинацире:

1 вырӑн – Ярабаева Софья ,  4-А класс,  Хӗрлӗ Чутайри  пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам

                   шкул (Герасимова В. П.);

 

  «Чӑваш апачӗ» номинацире:

1 вырӑн –  Трофимова Татьяна, 2 класс, Атнарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул

                   (Волкова Е. Н.);

1 вырӑн –  Хорайкина Анастасия,  3 класс, Питӗркассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам

                    шкул   (Хохлова Т. Я.);

 

   Фестивале хутшӑннӑ пултаруллӑ ачасене,  жюрире ларма килӗшнӗ  учитель - ветерансене (Ф. А. Храмова тата Л. Е. Яковлева), вӗрентӳ пайӗнче вӑй хуракансене (А. Н. Савельева тата О. В.  Порейкина), чӑваш чӗлхипе литература учителӗсене (Л. В. Жукова тата Л. А. Ешмейкина), пуҫламӑш классенче вӗрентекенсене чӗререн тав тӑватпӑр, тӑван чӗлхе илемне чунпа туйма пултаракан ачасене малашлӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем   тума, ҫӗнтерӳҫӗсене район чысне республика шайӗнче  хӳтӗлеме ӑнӑҫу   сунатпӑр!

  Ҫутӑ хӗвел пек ялкӑшса тӑрар!

                                                           Чӑваш чӗлхипе мухтанса тӑрар!

                                                           Упрар тӑван чӗлхемӗре!

                                                           Ӑна усрар чыс хисепре!