Нарăсăн 14-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлекенсем» вăйă-конкурсĕ иртрĕ. Çак вăййăн тĕп тĕллевĕ: чăваш чĕлхипе литературине вĕренес пахалăха ÿстересси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен творчествăллă пултарулăхне аталантарасси, шкул тата класс тулашĕнче чăваш чĕлхине вĕрентессине вăйлатасси. Вăйă-конкурса 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кашни ача хăйĕн пултарулăхне çак станцире палăртрĕ:
1. «Чĕлхе – халăх мулĕ» – чăваш чĕлхи;
2. «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллă çыннисем»;
3. «Чăваш сăмахлăхĕ»;
4. «Илемлĕх тĕнчи» – (Митты Ваçлейĕ, Н. Ижендей, П.Эйзин, А. Алка сăввисене пăхмасăр калани);
5. «Пирĕн пултарулăх» – ачасем хăйсем çырнă сăввисене вулани, юрă юрлани. Жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕç. «Чĕлхе- халăх мулĕ» номинацире Судакова Светлана - çĕнтерÿçĕ , призерсем: Степкин Вадим, Илюшкина Луиза. «Чăваш сăмахлăхĕ» номинацире Ивантаева Екатерина - çĕнтерÿçĕ, призерсем: Жижайкина Анастасия, Медакина Полина, Спиридонова Дария. «Илемлĕх тĕнчи» номинацире Булаткина Кира - çĕнтерÿçĕ, призер: Емельянова Надежда. «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллă çыннисем» номинацире Иванова Анастасия - çĕнтерÿçĕ , призер: Молодейкина Ольга. «Пирĕн пултарулăх» номинацире призерсем: Яковлева Анастасия, Макарова Анастасия.