2017 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи «С.Б. Марков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Тавăт шкулĕ» муниципалитет бюджет учрежденине Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем «Паянхи шкул вĕрентĕвĕнче чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче çĕнĕ ăслайсемпе тухăçлă усă курасси» темăпа иртекен семинара пухăнчĕç.
Килнĕ хăнасене шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çăкăр-тăварпа, юрă-сăвăпа чыслăн кĕтсе илчĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Элĕк районĕн вĕрентекенĕсен уçă урокĕсене тивĕçлипе хакларĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, Хĕрлĕ Чутай районĕн вĕрентекенĕсен методикăри çĕнĕлĕхĕсемпе паллашса паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсен районти методика пĕрлешĕвĕсене ертсе пыракансем уçă уроксене кирлĕ шайра, Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе ирттернине палăртрĕç, шкул администрацине мероприятие ирттерсе яма майсем туса панăшăн тав турĕç. Юлашкинчен шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Атте-анне çулталăкне халалласа хатĕрленĕ концертра сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç. Пĕтĕмĕшле илсен мероприяти пуриншĕн те усăллă иртрĕ.