«Халăх йăли - пурнăç йĕрки» фольклор фестивалĕ

2017 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Питĕркассинчи вăтам шкулта «Халăх йăли-пурнăç йĕрки» ятпа фольклор  фестивалĕ иртрĕ. Кунта  районти пур шкултан капăр та чăваш тумлă ачасемпе пĕрле чăваш чĕлхипе литературине  тата музыкăна вĕрентекенсем килсе çитрĕç.

Хăнасем шкулпа паллашнă май «Асанне арчинчен», «Чăваш тĕнчин илемĕ» выставкăсене курса киленчĕç. Курава çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Жукова тата Питĕркассинчи ялти вулавăш библиотекарĕ Оксана Мидушкина йĕркеленĕ. Ачасене уйрăмах ĕлĕкхи чăваш тумтирĕ, савăт-сапи, тĕрленĕ япаласем кăсăклантарчĕç.

Фестивале тăван чĕлхепе литературăна тата тăван ен историйĕпе культурине юратма вĕрентес, йăла-йĕрке мешехисене упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Авалтанах чăваш çынни, яш-кĕрĕм уявсенче савăнма пĕлнĕ. Хĕрсем мăн кун праçникĕнчен пуçласа каçхине урама тухса ларнă, юрăсем юрланă, ташланă, вăйăсем вылянă. Çимĕк çитсен вара чăн-чăн вăйă пуçланнă. Ача-пăча вăййи хăй пĕр уяв, яш-кĕрĕм вăййи – уявран уяв. Вăйă картине тăман хĕр çын умĕнче чыс курман, вăйă таппине тухман каччă йĕкĕт ятне илтеймен. Яш кĕрĕм вăййин илемĕ - вăйă карти.

Фестивале Питĕркассинчи вăтам шкул директорĕ Алина Белова уçрĕ. Ачасене халăх йăли-йĕркин уявне килсе çитнĕ ятпа саламларĕ, аваллăхсăр малашлăх çуккине палăртрĕ.  Уяв Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем вăйă картине тăнинчен  пуçланчĕ. Малалла Хĕрлĕ Чутайри вăтам пĕлÿ паракан шкулти капăр тумлă хĕр пĕрчисемпе  арçын ачасем  ача-пăча вăййисемпе паллаштарчĕç. Тури Çĕрпÿкассинчи вĕренекенсен илемлĕ юрри-ташши   пурин кăмăлне те тыткăнларĕ.

Çара каякан çамрăк çынна тăван килтен, тус-юлташсенчен уйрăлма яланах питех те йывăр  пулнă. Салтака паянхи кун та ăсатма пăрахмаççĕ, йăлисем манăçмаççĕ. Шăпах çак йăла-йĕркене чуна пырса тивмелле Мăн Этменти вăтам шкул ачисем кăтартса пама пултарчĕç.

Питĕркассинчи, Шулюри вĕренекенсем тарават кил хуçисене мухтаса, тимĕр пăрçасене такмакласа питлесе Сурхури йăла-йĕрки авалхи уяв пулнине кăтартса пачĕç.    

Авалхи çăварни сурхури иртсен 7-мĕш эрнери эрне кун пулнă. Халĕ вырăс маслениципе пĕрле вырсарни кун килет. Фестиваль Хусанушкăнь вĕренекенĕсем Çăварни уявне кăтартнипе вĕçленчĕ.

  Хаваслă вăйă-кулăра, ташăра, илемлĕ юрăра чăваш ачисен чысĕ, танлăхĕ, тирпейлĕхĕ, нумай енлĕ ăсталăхĕ курăнса тăчĕ.

 

Оксана Мидушкина, ялти вулавăш библиотекарĕ

Людмила Жукова,  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

 
 
 
 
 
 

Красночетайский район Чувашской Республики