И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕ пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен куçăм мар мелпе регионсем хушшинчи «Хальхи чăваш чĕлхине пĕлекенсем» олимпиада ирттерчĕ. Ку олимпиадăна тĕрлĕ шкулта 1-11 классенче тата профессиллĕ вĕренÿ организацийĕсенче пĕлÿ илекен 420 вĕренекен хутшăнчĕ. Ачасен пултарулăхне тата наукăпа тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланас туртăма аталантарас тĕллевпе олимпиадăра 10 ыйту пачĕç: панă предложенисенчи пуплев тата шухăш йăнăшĕсене тупса тÿрлетмелле, сăмахсен пулăвне тишкермелле, словарьсем çинчен пĕлмелле, фразеологизмсене синонимлă пулакан сăмахсемпе ылмаштармалла, сĕннĕ темăпа ваттисен сăмахĕсем тупмалла, панă каларăшăн шухăшне уçса паракан калав тата омоним пулакан сăмахсемпе сăвă çырмалла.
Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тунă ачасенчен Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 9В класра вĕренекен Пахинова Светлана тата 5Б класра вĕренекен Данилова Екатерина (вĕрентекенĕ Васильева М. Н.) призёрсен йышне кĕме пултарчĕç.
Пултаруллă маттурсене шырав, пултарулăх тата тĕпчев ĕçĕсене ăнăçлă тунă ятпа саламлатпăр, малашлăхра та тăрăшулăхпа ăнăçу сунатпăр.