«Чĕрĕ сăмах» («Живое слово») ăмăртăвăн виççĕмĕш тапхăрĕ

Чăваш Республикин наци библиотекинче ака уйӑхӗн 25-мӗшӗпе  проза хайлавĕсене  илемлĕ вулакансен «Чĕрĕ сăмах» («Живое слово») ăмăртăвăн республика тапхăрĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси,  тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси. Чи пĕлтерĕшли вара  конкурс  Чăваш чĕлхи кунĕнче  иртни.

Ăмăрту хайĕн ытамне чăваш прозине  савакан 5-10-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене пуçтарчĕ. Вĕсем, район шайĕнче çĕнтерÿçĕ ятне илнĕскерсем, республика тапхăрĕнче хутшăнма тивĕçрĕç. Тĕрлĕ районтан пуҫтарӑннӑ пултаруллă та хастар вӗренекенсем хӑйсем суйласа илнĕ проза хайлавĕсен сыпăкĕсене илемлĕ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Вулакансен конкурсĕнче  пирĕн район чысне  хÿтĕлеме Данилова Екатерина (Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул), Иванова Кристина (Çĕнĕ Атикассинчи вăтам шкул), Чернов Даниил (Мăн Этменти вăтам шкул) тивĕçлĕ пулчĕç.  Жюри членĕсем вулакансем хайлава лайăх пĕлнине, туйăмлă вуласа куракана çавăрса илме пултарнине, хайлаври пурнăçа кĕрсе кайма пултарнине виçĕ ӳсӗмпе хакларӗç: пӗрремӗш ӳсӗмрисем – 5-6 классем, иккӗмӗш ӳсӗмрисем – 7-8 классем, виççĕмĕш ӳсӗмрисем – 9-10 классем.

Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  5Б класра вĕренекен Екатерина Данилова вара (ертÿçи Васильева М.Н.) Марфа Трубина çырнă  «Шĕшкĕ»  юмаха каласа пĕрремĕш  ӳсӗмрисем хушшинче 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Эпир ăна тата унăн ертÿçине  саламлатпăр, малашлăхра ăнăçусем сунатпăр.

    «Чĕрĕ сăмах» ăмăрту  пуриншĕн те чăннипех уяв пулчĕ, вĕренÿре те, пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пуррине кăтартрĕ. Çакăн пек маттур вĕренекенсем пур чух чăваш чĕлхин малашлăхĕ пурах!

 Фоторепортаж