Аслă классене хутшăнма чĕнеççĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса "Финанс рынокĕ тата аслă классем валли потребительсен пĕлĕвĕсен никĕсĕсем IX Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна" регистрацилеме тытăннă. Унта 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Олимпиада çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Раççейри аслă вĕренÿ заведенийĕсене е вĕренме кĕмелли экзаменсене тытмасăрах бюджетлă вырăнсене вĕренме илеççĕ. Олимпиадăна хутшăнас тесен www.olimpiadaifru.ru сайтра сентябрĕн 30-мĕшĕччен регистрациленмелле. Куçăмлă мар майпа иртекен конкурс- тестированийĕн пĕрремĕш турĕ 2013 çулхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче иртет. Иккĕмĕш турта, 2014 çулхи январь уйăхĕччен, пултарулăх ĕçĕ çырмалла. Виççĕмĕш тур, йăлана кĕнĕ тăрăх, март уйăхĕнче Мускавра пулать.

Çак олимпиадăна Фонд рынокĕпе управлени институчĕ тата Роспотребнадзор пĕрле ирттереççĕ. Олимпиадăна сакăр çул ирттернĕ хушăра унта çĕр-шыври регионсенчен 24 пин çын хутшăннă. Иртнĕ çул кăна пултарулăх ăмăртăвĕнче хутшăнма Чăваш Енрен 1,5 пин çамрăк кăмăл тунă, 24-шĕ финала тухма пултарнă.

А.ДМИТРИЕВА.