Пĕрремĕш шăнкăрав урока йыхравларĕ

Вырсарни кун, сентябрĕн 1-мĕшĕнче, мĕн пур шкулта Пĕлÿ кунне уявларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрав çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе районти 1500 ачана пĕлÿ тĕнчине пухрĕ, вĕсенчен 145-шĕ парта хушшине пĕрремĕш хут ларчĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх район ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин яваплă ĕçченĕсем шкулсене çитсе Пĕлÿ кунне уявланă çĕре хутшăнчĕç. Пур шкулта та савăнăçлă линейкăсем иртрĕç.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕ

Çумăрлă çанталăка пула линейкăна урамра ирттерме май килмерĕ. Çавăнпа шкулăн çĕнĕ корпусĕнчи Акт залĕнче иртекен уяв мероприятине кĕçĕн тата аслă классенчи ачасем çеç хутшăнма пултарчĕç. Ыттисем харпăр хăй класĕнче пухăнчĕç, класс сехечĕсем ирттерчĕç.

Çутă, илемлĕ Акт залне пухăннă вĕрентекенсене, ачасемпе ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина ăшшăн саламларĕç. Татьяна Дмитриевна пултаруллă вĕренекене, "Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн" республика конкурсĕнче иккĕмĕш тухма пултарнă тата "Çăлтăрсем патне – çул" конкурсра активлăх кăтартнăшăн 8-мĕш класра вĕренекен Анастасия Слепована Дипломсем парса чысларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ачасене вĕренÿре ăнăçу сунчĕ. Пĕрремĕш класа килнисем, 59 ача, парнесене тивĕçрĕç.

Савăнăçлă линейкăра салтак çулне çитмен çамрăксен командине те медальсемпе Дипломсем парса чысларĕç. Çамрăксемшĕн çу кунĕсем хĕрÿ тупăшура иртнĕ. Вĕсем Шупашкарта июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 4-мĕшĕччен иртнĕ Атăлçи тата Урал федераллă округĕсенчи салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадинче пысăк çитĕнÿсем тунă, октябрь уйăхĕнче Тутар Республикинчи Нижнекамск хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри Спартакиадăн финал ăмăртăвĕсене хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.

Мăн Этмен вăтам шкулĕнче Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă линейка шкул коридорĕнче иртрĕ. Пĕлÿ кунне район пуçлăхĕ Александр Степанов хутшăнчĕ. Александр Юрьевич ачасене, вĕрентекенсене тата ашшĕ-амăшне саламларĕ, пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансене парнесем парса чысларĕ тата шкула тĕпрен юсама 2 миллион ытла укçа уйăрни çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи куна шкулта канализаци тата шыв пăрăхĕсем улăштарнă.

Вĕренÿ пайĕн августăн 6-мĕшĕнчи 21-лс номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Мăн Этмен вăтам шкулне çĕнĕ ертÿçĕ – Игорь Нестерович Живоев ертсе пыма пуçларĕ. Игорь Нестерович пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, пултаруллă вĕренекенсене хисеп хучĕсем парса чысларĕ, малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

"Нива" хуçалăх представителĕ каникулта хастар ĕçленĕ вĕренекенсене парнесем парса чысларĕ. Ачасем каникулта хуçалăха пулăшнине, пушă вăхăта усăллă ирттернине, çамрăклах ĕçе хăнăхса пынине ырламалла.

Аса илтеретпĕр, модернизаци программипе килĕшÿллĕн районти виçĕ вĕренÿ учрежденине – Атнарти, Мăн Этменти тата Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене – паянхи кунпа килĕшсе тăракан столовăй оборудованийĕ килнĕччĕ. Анчах та асăннă оборудованисене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Мăн Этменти тата Питĕркассинчи шкулĕсенче вырнаçтарса пĕтереймен.

А.ЗАМУТКИНА , Г.НИКОЛАЕВА.