Вĕренĕ тытăмĕ улшăнать

Ача сачĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкул çулне çитмен ачасене çĕнĕ стандартпа вĕрентме тытăннă. Ăна вĕренÿ программине тапхăрăн-тапхăрăн кĕртсе пырĕç. Воспитательсем ача пултарулăхне вăйăпа калаçу урлă уçса пама тăрăшĕç. Ăна хăй тĕллĕн ĕçлеме, тантăшсем хушшинче хăйне тытма, ыттисемпе калаçса татăлма, хĕрхенме хăнăхтарĕç.

Стандарт авторĕсен шухăшĕпе, чи йывăрри – воспитани процесне ашшĕ-амăшне явăçтарасси. Хальлĕхе ашшĕ-амăшĕ ачана садике "парса хăварать" кăна. Çакăнпа вĕсен миссийĕ вĕçленет. Çĕнĕ стандартра вара ачапа ашшĕ-амăшĕ хушшинчи калаçу пысăк вырăн йышăнать.

Шкул

Çак кунсенче Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çĕнĕ истори кĕнеки кăларма конкурс тăратнă. Ăна валли 11,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак вĕренÿ çулĕ вĕçне пĕрлĕхлĕ истори учебникĕ хатĕр пулмалла.

Раççей Вĕренÿ асăрхавĕ пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул экзамен тытма йывăртарах пулĕ. Экзамен варианчĕсем тĕрлĕ вăхăт тăрăхĕнче пĕр пек пулмĕç. Чылай вĕренекен Интернетпа усă курса экзамен листи çине тĕрĕс хурав лартнине шута илсе çĕнĕлĕхсем кĕртме планлаççĕ.

Аслă вĕренÿ заведенийĕсем

Çитес çул аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекен абитуриентсене экзаменри балсене кăна пăхса йышăнмĕç, аттестатри вăтам бала та, вĕренÿри çитĕнĕвĕсене те шута илĕç. Апла пулсан "портфолио" текен папкăна пухмаллах: пултарулăх конкурсĕсенче, олимпиадăсенче тата спорт ăмăртăвĕсенче илнĕ грамотăсемпе тав çырăвĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ чухне кирлĕ пулĕç.

Çавăн пекех патшалăх учрежденийĕсен штатĕнче çамрăк специалистсене валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, коммерциллĕ предприятисене студентсене ĕçпе тивĕçтерсен налук çăмăллăхĕпе хавхалантарма планлаççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.