Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Ведомствăсем хушшинчи комисси августăн 6-8-мĕшĕсенче шкулсенче тĕрĕслевпе пулнă, çитменлĕхсене тупса палăртнă. Комиссипе пĕрлех тĕрĕслев ĕçне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев тата унти специалистсем хутшăннă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче 11 вĕренÿ учрежденийĕ шутланать. Тĕрĕслев районти шкулсенче маларах Патшалăх пушар асăрхавĕн Управленийĕ çырнă предписанисене пĕтерес тесе конкретлă мерăсем йышăннине çирĕплетнĕ. Паллах, çитменлĕхсĕр пулман. Шулю шкулĕнчи столовăй çуртĕнче пушар сигнализацийĕ пулманни пăшăрхантарнă специалистсене. Хусанушкăнь шкулĕнчи мастерскойĕнче те çак йывăрлăхах сиксе тухнă.

Тĕрĕслев комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе районти шкулсем çĕнĕ 2013/2014 вĕренÿ çулне хатĕр. Паллах, асăрхаттарусемпе. Çÿлерех асăннă шкул ертÿçисене çитменлĕхсене пĕтерме вăхăт уйăрса панă.

А.АЛЕКСЕЕВА.