Ачасем таса та сывă ÿсчĕр


ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасем медицинăпа çыхăнман сăлтавсене пула вилессине профилактикăлас енĕпе ведомствăсем хушшинчи ĕçе йĕркеленипе паллаштарнă.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, сывлăх учрежденийĕсен кăтартăвĕсемпе январь-июль уйăхĕсенче çулталăка çитмен ачасенчен пуçласа 17 çула çитиччен 99 ача вилнĕ. Ачасем вилессин тулашри сăлтавĕсем чи малтанах çуралнă чухнехи чир-чĕрсемпе (35,4 процент) çыхăннă, хромосомлă улшăнусене пула 16,2 процент, инфекци чирĕсене пула 11,1 процент ача çут тĕнчерен уйрăлнă. Ларăва пухăннисем ача-пăча вилĕмĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса памашкăн власть, ĕç тăвакан органсен тата муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен хальхи вăхăт таппипе мониторинг тумаллине, синкере сирмешкĕн тĕрлĕ майпа усă курмаллине палăртнă.

Координаци канашĕн ларăвĕнче ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов сусăр ачасене медицинăпа социаллă реабилитаци пулăшăвĕ парассипе тĕплĕн паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне республикăра 4800 ытла инвалид ача шутланать, вăл шутра пирĕн районтан 100 ача ытла. Пурин валли те вĕренмешкĕн (шкулта е дистанци мелĕпе килте), аталанмашкăн услови туса пама тăрăшаççĕ. Сăмах май, республикăра дистанци мелĕпе 210 ача вĕренет пулсан, районта ун пеккисем виççĕн. Çак тĕллевпех патшалăх та, республика та укçа-тенкĕ хĕрхенмеççĕ. Хевтесĕр ачасене валли "Чăрмавсăр хутлăх" программа çирĕплетнĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕсене реструктуризациленĕ-çĕнетсе улăштарнă тапхăрта штатсене çĕнĕрен çирĕплетнĕ май сусăр ачасемпе ĕçлекен логопедсене, дефектологсене вырăнсăр хăварнă. Халĕ вĕсем кирлĕ пулни уççăнах палăрать. Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республика шкулĕсенче пĕтĕмпе 71 учитель-логопед тата учитель-дефектолог ĕçлет. Вĕсенчен 55-шĕ Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта улттăн, Çĕрпÿпе Çĕмĕрле районĕсенче икшер, Улатăр, Канаш, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Шупашкар районĕсенче пĕрешер логопед вăй хурать. Ытти районсенче специалистсем пачах çук. Республика Пуçлăхĕ асăннă специалистсене хатĕрленипе интересленнĕ. ЧППУ-ран вĕренсе тухаççĕ вĕсем, анчах ваканси пулманнипе урăх тытăма ĕçе вырнаçаççĕ иккен. Михаил Игнатьев ансăр специалистсем тĕлĕшпе те стандартсем туса хатĕрлеме, логопед должноçне штат расписанине кĕртес ыйтăва татса пама хушнă.

Ĕçлĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, ачасем – пирĕн пуласлăх, вĕсене сывă та таса ÿстермешкĕн, телейлĕ ачалăх туса памашкăн тата халăха юрăхлă çитĕнтермешкĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшмаллине палăртнă.

А.ДМИТРИЕВА.