Августăн 22-мĕшĕнче вĕренÿ сферинче тăрăшакансен республикăри конференцийĕ иртет.
Çак кун Чăваш Ен вĕрентекенĕсен канашĕ федераллă патшалăх вĕренÿ стандарчĕсене пăхса тухĕ. Мероприятие власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вĕренÿ учрежденийĕсемпе организацисен, професси канашĕн представителĕсем тата ыттисем те хутшăнĕç.
Çавăн пекех Шупашкар хулин вĕренÿ учрежденийĕсенче ирхи 10 сехетрен пуçласа кăнтăрлаччен, 12 сехетчен, тавлашу площадкисем ĕçлĕç. Унтан 13 сехет те 30 минутра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче пленарлă лару уçăлать, унти фойе залĕнче вĕренÿпе методика литературин куравĕ иртет.
Графикпа килĕшÿллĕн, Хĕрлĕ Чутай районĕнче конференци августăн 28-мĕшĕнче пулĕ.
А.Алексеева