Çак ыйту çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарнă май ашшĕ-амăшне пушшех кăсăклантарма пуçларĕ. Ара, вĕренÿ хатĕр-хĕтĕрне, шкул тумне тата портфель туянса хунипе кăна çырлахса лараймăн. Хăшĕ-пĕри вĕсене те илмен. Кăçал пĕрремĕш класа каякан ачан ашшĕ-амăшне вара пуринчен ытларах çак ыйту хумхантарать: пĕчĕкскер шкул пурнăçне епле хăнăхĕ-ши? Вĕсене кăштах та пулин лăплантарас тата хăш-пĕр ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе сĕнÿ-канашпа паллаштарасшăн.
Ача шкула кайма хатĕррине мĕнле пĕлмелле?
Ку ăнлав кăткăс та анлă. Çапах унăн çак енĕсене сăнаса пăхăр: ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанса пыни, сывлăхĕ, ÿсĕмĕ – çаксем пурте сире ыйту хуравне тупма пулăшĕç. Пĕрремĕш класа çÿреме пуçлакансен сывлăхне шкула каяс умĕн врач тĕрĕслет, ача ÿсĕмне, йывăрăшне, ытти кăтартусене ятарлă карттă çине çыраççĕ, паллă лартса хак параççĕ.
Психика тĕлĕшĕнчен ача мĕнлерех пулнине темиçе компонентран пĕлме пулать. Чи кирлисем çаксем: унăн ăс-тăнĕ, кăмăл-туйăмĕ, ыттисем хушшинче хăйне епле тытни. 6-7 çулти ача шкула кайма хатĕрри çак ĕçсене тума пĕлнинчен паллă: пĕр-пĕр фон çинче фигурăна уйăрма, тимлĕхе пĕр çĕре пухма, пулăмсен çыхăнăвне логикăллă йĕркелеме, кăтартса панă тĕслĕхе хăй те туса кăтартма пултарни, алă хусканăвĕсен йĕркелĕвĕ. Кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен аталанса çитнине çак енсене пăхса пĕлме пулать: хĕрÿ, хумхануллă реакцисем çукки, йăлăхтаракан ĕçе вăрах вăхăт пурнăçлама пултарни. Ачан социаллă пиçĕлĕхĕ çинчен калас пулсан çак енсене палăртмалла: тантăшĕсемпе хутшăнма хатĕр пулни, ушкăнра чухне хăйне тĕрĕс тытма пĕлни, учителе итлеме тата вăл хушнине пурнăçлама пултарни. Çак енсем ачара аталаннă пулсан вăл шкулта ăнăçлă вĕренме пултарасси пирки иккĕленме кирлĕ мар.
Ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла?
Чи малтанах ашшĕ-амăшĕн ачана пĕчĕклех кун йĕркине пăхăнма хăнăхтармалла. Вăл ирхине яланах пĕр вăхăтра тăтăр, гимнастика тутăр, çăвăнса тасалтăр. Ирхи, кăнтăрлахи апатлану, кĕçĕн кăнтăр апачĕ тата каçхи пĕр вăхăтсенче пулмалла. Кашни кунах уçăлса çÿремелле. Телепередачăсем пăхасси 30 минутран ытла пулмалла мар. Кăнтăр кунĕнчи вăхăта ача ытларах хускануллă ĕçсенче ирттерни, выляса чупни усăллă.
Пĕрремĕш класа каякан ачан килте хăйĕн ятарлă кĕтес пулмалла. Кунта лăпкăлăх, хăтлăх, хăрушсăрлăх хуçаланччăр. Хăйĕн сĕтелĕ хушшинче ачан ларас, шкултан парса янă ĕçсемпе аппаланас килсе тăтăр, çавăнпа сĕтел туяннă чухне çакна шута илĕр. Сĕтеле пĕр çуллăха туянмаççĕ, çавăнпа унăн пур ыйтăва та тивĕçтермелле. Ăна ДСП-ран тунă, çÿлти пайĕ ламинадран пулсан аван. Кун пек сĕтел çинче алă шумасть.
Сĕтел хушшине ларсан ачан ури урайне лекмелле. Пуканăн çÿллĕшне ачана кирлĕ пек йĕркелеме май пултăр, унсăрăн ун çинче лараканнин çурăм шăмми кукăрăлма пултарать. Сĕтел çинче лармалли лампăна хулăн тĕплине суйласа илĕр, вăл ун çинче шанчăклă лартăр. Ачан куç çутине упрас тетĕр пулсан хăватлăхĕпе 60 Вт çутатакан лампочка туянăр.
Ача валли кĕтес хатĕрленĕ чухне çак правилăсене пăхăнăр:
• сĕтеле чÿречерен сылтăм енне лартăр, кун пек чухне урамран кĕрекен çутă сĕтел çине тĕрĕс ÿкет, çакă ачан куç вăйне упрама пулăшать;
• сылтăм алăпа çыракан ача валли лампăна сулахай енне, сулахай алăпа çыраканни валли сылтăм енне лартăр (тетрадь çине алă мĕлки ÿкесрен, кансĕрлесрен);
• сĕтел çÿллĕшĕ ача ÿсĕмне тивĕçтермелле (унăн чавсисем сĕтел çинче выртчăр, çав вăхăтрах ун урисем урайне çирĕп пусса тăччăр);
• пĕрремĕш класс ачин сĕтелĕ çине компьютер ан лартăр!
• сĕтел çинче ручкăсемпе кăранташсене чиксе хумалли хатĕр пулсан аван, ытлашши япаласем кирлĕ мар.
Ача шкул пурнăçне хăнăхтăр тесен
Ашшĕ-амăшĕн çак тапхăрта ачасемпе юнашар пулмалла, вĕсене калаçтарма тăрăшмалла. Вĕсем шкулта мĕн пулнине пĕлтерсех тăччăр.
Ачана шкула кайма хавхалантарсах тăрăр. Йывăрлăхсенче тĕрев парăр, йăнăшсемшĕн ан хурлăр.
Пĕрремĕш класс ачине кун йĕркипе пурăнма хăнăхтарни пĕлтерĕшлĕ.
Сирĕн ачан сас паллисене каланă чухне йывăрлăхсем пурри сисĕнет пулсан ăна логопед патне илсе çÿрĕр. Çитменлĕхсене вăхăтра тÿрлетмелле.
Çитĕнÿсем патне ăнтăлакан ачана тĕрев парса пырăр. Унăн кашни ырă, пуçаруллă ĕçне ырлама тăрăшăр. "Маттур!" тени ачан ăс-тăнне ÿстерме пулăшать.
Шкула çÿреме пуçласан ачан пурнăçĕ нумай улшăнать, анчах унăн унчченхи савăнăçне, вăййисене туртса илме юрамасть. Пĕлÿ тĕнчинчи çул ăнăçлă пултăр!
А.ВЛАДИМИРОВА.