Чи аслă юмана чĕрĕ палăк шутне кĕртнĕ

Августăн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнчи Чăваш Енри чи аслă юмансенчен пĕрне чĕрĕ çут çанталăк палăкне йышăннă ятпа ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Асăннă мероприяти Чăваш Республикин территорийĕнче "Йывăçсем – чĕрĕ çут çанталăк палăкĕсем" Пĕтĕм тĕнчери эстафета шучĕпе иртнĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче çут çанталăка упраса хăварассипе тĕрлĕ программăсем ĕçленине, паянхи куна республикăра çут çанталăкăн 28 уйрăм объекчĕ шутланса тăнине палăртнă. "Чăваш Енри чи ватă юмансенчен пĕрне Муркаш районĕнче тупса палăртни – историллĕ пулăм", – тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Чи ватă юман 362 çулта, йывăçăн вулли (1,3 метр çÿллĕшĕнче) – 182 см, çаврăнăшĕ – 570 см. Юмана виçĕ хутчен çиçĕм çапнă. Аслати çапиччен йывăçăн тăршшĕ 26 м пулнă, халĕ 24 м тăрса юлнă. Юман паянхи кун та вăрлăх парать.

А.ДМИТРИЕВА.