Вĕренекенсем манманни, хисеплени – пысăк чыс

Вĕренекенсем манманни, хисеплени – пысăк чыс

Çепĕç кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă, пултаруллă... Çакăн пек асра тытаççĕ Ольга Анисимовна Романована вĕренекенĕсем. Нумаях пулмасть Тралькасси шкулĕнче кĕçĕн классенчен чылай çул каялла вĕренсе тухнисем хăйсен пĕрремĕш учителĕпе тĕл пулнă.

– Паянхи кун – тĕлĕнмелле савăнăçлă кун. Çак тĕл пулу пире пурне те пĕр çĕре пуçтарчĕ. Тăван шкулта сирĕнпе тĕл пулма эпĕ питĕ хавас. Эсир пĕрремĕш класс пĕтернĕренпе кăçал 48 çул çитрĕ, саккăрмĕш класс пĕтерни – 40 çул. Çак çулсенче эпĕ час-часах сире аса илеттĕм, – тенĕ чунне уçса Ольга Анисимовна.

Ольга Романован ĕç биографийĕ 1965 çулта пуçланнă. Çамрăк учителе ун чухне Мăн Хăмарккапа Кив Ирчемес хушшинче çÿллех мар сăрт çинче ларакан шкул ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Çирĕм икĕ ачана, шанса панăччĕ мана.

Çапла вара ерипен, пĕлÿ патăм кунсерен, – аса илет вăл. Унтанпа нумай çул иртнĕ пулин те хăй вĕрентнĕ ачасене манман Ольга Анисимовна. Тĕл пулăва вăл кашнин пирки сăвă йĕркисем шăрçаласа килнĕ, вĕсене вуласа панă.

Вĕренекенĕсемшĕн пĕрремĕш учитель пĕртте улшăнман. Çавăн пекех илĕртÿллĕ, ăста, пултаруллă, яланах ăнланма, пулăшма хатĕр. Вăл вĕрентнĕ шăпăрлансем тахçанах техникумсенчен, училищĕсенчен, аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă, хăшĕсем Ольга Анисимовна пекех учитель профессине суйланă. Вĕсем пурте хăйсен юратнă вĕрентекенне ырăпа аса илеççĕ, ача чухне чĕрене кĕрсе вырнаçнă ăшă туйăмсене паян кунчченех упраççĕ.

Ольга Анисимовна районти шкулта ĕçленĕ хыççăн Çĕрпÿри 1-мĕш номерлĕ шкул-интернатра 40 çул ытла вăй хунă. Çав хушăра вăл хăлха илтмен ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă, халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ, пысăк квалификациллĕ учитель пулса тăнă.

– Ольга Анисимовна пире пĕр-пĕрне пулăшма, хавхалантарма, хамăр шухăш-тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăма вĕрентрĕ. Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем лайăх пĕлÿ илнипе, пĕр-пĕринпе туслă пулнипе палăрса тăраççĕ. Çавна пулах эпир çак тĕл пулăва пуçтарăнтăмăр та, – теççĕ унăн вĕренекенĕсем.

Çулсем иртеççĕ, пĕрремĕш учительпе тĕл пулнă самант вара нихăçан та манăçмĕ.

А.ДМИТРИЕВА.