Самолетпа йĕнĕрех

Республикăра пурăнакансем халĕ Санкт-Петербург хулине самолетпа çитме пултараççĕ. Шупашкарти аэропортран çурçĕр тĕп хулине пĕрремĕш рейс июлĕн 15-мĕшĕнче пулнă.

Вĕçеве эрнере виçĕ хутчен – тунти кунсемпе, эрне кунсемпе тата вырсарни кунсемпе – CRJ-200 самолетпа пурнăçлаççĕ. Сывлăш карапĕсенче 50 çын вырнаçма пултарать. Билет хакĕ 2500 тенкĕпе танлашать. Рейссене октябрĕн 25-мĕшĕччен пурнăçлĕç.

Çавăн пекех Шупашкартан Сургута та самолетпа çитме пулать, анчах эрнекунсемпе кăна. Асăннă рейссене сентябрĕн 13-мĕшĕччен пурнăçлĕç.

А.АЛЕКСЕЕВА.