Çакăн пек калаççĕ Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕсем Аня Мерзлайкина пирки.
10-мĕш класа "пиллĕк" паллăсемпе вĕçленĕ хĕр чăннипех те пултаруллă иккен. Вăл пуçламăш класранах лайăх вĕренет. Класс, шкул, район, республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнать, юлташĕсене йывăрлăхра яланах пулăшать.
Акă, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Аня Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен муниципаллă тапхăрĕнче истори, экологи, тăван ен культури, географи, чăваш чĕлхи предмечĕсемпе хутшăнса пур предметпа та малти вырăнсене тухма пултарнă. Çав хушăрах районта вырăс чĕлхипе тата литературăпа иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак вĕренÿ çулĕнчех Аня истори предмечĕпе "Раççей патшалăхĕн историйĕ" Пĕтĕм Раççейри дистанциллĕ Олимпиадăна хутшăнса лауреат Дипломне тивĕçнĕ. "Чĕвĕлти чекеç: чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ!" конкурсра пуринчен нумай балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Аня вĕренÿре кăна мар, спортра та хастар. Хĕр кашни çулах районта теннисла выляссипе иртекен ăмăртусенче мала тухать. Вăл волейболла та ăста вылять. Вĕсен команди час-часах республикăра е районта иртнĕ ăмăртусенче чи вăйли пулнине кăтартса парать. Кăçалхи Акатуй уявĕнче Аня вылякан "Туслăх" команда валейболла выляса мала тухрĕ.
Хĕр пĕрчи çав хушăрах сăвăсем çырма, ташлама, юрлама вăхăт тупать. Шкулта иртекен концертсенче хăйĕн ташши-юррипе савăнтарать.
Маттур хĕрĕн çутă тĕллевĕ – 11-мĕш класран аван вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илесси. Аня, аппăшĕ пекех, малашнехи пурнăçне суд ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарасшăн. Сăмах май, унăн Валентина аппăшĕ Мăн Этмен шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Халĕ вăл Мускаври Раççей правосуди академийĕн 6-мĕш курс студентки, пулас судья. Гена шăллĕ те аппăшĕсен çулĕпе каясшăн. Кăçал вăл 9-мĕш класа «пиллĕксемпе» пĕтернĕ.
Мăн Этмен шкулĕнче çакăн пек пултаруллă ачасем пулни учительсене те савăнтарать. Вĕсем ачасене тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне малалла аталанма та пулăшаççĕ.
А.ДМИТРИЕВА.