Шкулсем çĕнĕ вĕренĕ çулне хатĕр-и?

Çуллахи каникул вĕçлениччен уйăх ытларах юлчĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче вара – хĕрÿ ĕç: çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленесси. Ку тĕлĕшпе кашни шкултах ăна хатĕрленсе кĕтсе илме тĕп мероприятисен планне туса хунă. Вĕренÿ объекчĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн, санитарипе эпидемиологи правилисемпе тата нормисемпе килĕшсе тăма тивĕçлĕ шая çитерес енĕпе ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе шкулсене вĕренÿ çулне хатĕрлес енĕпе ятарлă комисси йĕркеленĕ. Ун йышне вĕренÿ пайĕн, пушар хуралĕн, Роспотребнадзорăн, район больницин, полици уйрăмĕн ĕçченĕсем кĕнĕ. Шăпах вĕсем августăн 6-9-мĕшĕсенче районти шкулсене çитсе вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕслĕç.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле шайра пулнипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров интересленсех тăрать, шкулсенчи лару-тăрупа вырăна çитсе паллашма тăрăшать.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн стадионĕнче хоккейла выляма пластик кÿлепе вырнаçтараççĕ. Вăл шкулпа юнашарах пулни паха, хоккей вăййине ачасем ытларах явăçĕç.

Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнчи классенчи вак-тĕвек юсав ĕçĕсене педагогсен тата ытти ĕçсене пурнăçлакансен вăйĕпе туса ирттернĕ, урайсене сăрланă. Шкул директорĕ Игорь Живоев юсав ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама шантарнă. Шулю шкулĕнче те пур классенче те, коридорта та урайсене сăрланă.

Атнарти вăтам шкулта та çĕнĕлĕхсем нумай. Чи малтанах куçа çĕнĕ пластик чÿречесем курăнаççĕ. Çавăн пекех шкул столовăйĕнче, акт залĕнче чÿрече кăшкарĕсене улăштарнă. Пĕрремĕш хутри урайне керамика плиткисем сарнă, çĕнĕ алăк вырнаçтарнă, шкул умне çĕнĕ сăн кĕртнĕ.

Асăннă шкулсемсĕр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача садне çитсе курнă. Унăн директорĕ Анатолий Тверсков лару-тăрупа паллаштарнă. Ку вĕренÿ учрежденийĕ 16 ачана йышăнма хатĕр. Кăçал пĕрремĕш класа кунта пилĕк ача килĕ. Ача садне вара кулленех 35 пепке çÿрет.

Мăн Этмен шкулĕнче А.Башкиров кунта ĕçлекен подряд организацийĕн ертÿçипе тĕл пулнă, паянхи кун юсав ĕçĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене тишкернĕ, вăл шутра – шкул çуртĕнче туалетсем, канализаци хута ярасси.

Пантьăк шкулĕнче те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхне хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленни хумхантарнă. Ку енĕпе татса памалли ыйтусене тимлĕх уйăрма сĕннĕ.

Ятарлă график тăрăх, августăн 6-мĕшĕнче комисси шкулсене йышăнма тытăнать. Çак кун вăл Штанаш, Çĕн Атикасси, Тури Çĕрпÿкасси, Хусанушкăнь, Хĕрлĕ Чутай шкулĕсенче пулать. Августăн 7-мĕшĕнче Питĕркасси, Атнар, Мишеркасси, Серенкасси, Шулю шкулĕсенче тĕрĕслев иртет. Августăн 8-мĕшĕнче – Мăн Этмен шкулĕнче.

Хальхи вăхăтра вара районти вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Яланхи пекех шкул ачисене таса та çутă, илемлĕ классем кĕтсе илĕç.

А.ЗАМУТКИНА.