Çĕнĕ шкул автобусĕсем

Районта шкул автобусĕсен паркне çĕнетес ĕç малалла пурнăçланса пырать. Кăçалхи июнь уйăхĕнче Çĕн Атикасси шкулне çĕнĕ автобус килнĕччĕ, çак кунсенче вара Хĕрлĕ Чутай тата Мăн Этмен шкулĕсене çĕнĕ автобуссем çитнĕ.

Малашне ку шкулта вĕренекенсем Peugeot Boxer маркăллă, 22 вырăнлă автобуссемпе çÿрĕç. Шкул ачисене илсе çÿренĕ чухне пăхăнмалли хăрушсăрлăх требованийĕсемпе килĕшсе тăракан çĕнĕ техникăшăн педагогсем те, вĕренекенсем те савăнаççĕ.

А.Карпова