Çар ретне тăраççĕ районăн патвар каччисем


Çар ретне тăраççĕ районăн патвар каччисем

Кăçалхи çуркуннехи пирзывпа килĕшÿллĕн район территорийĕнчен 40 яхăн каччăна Раççей çарне тăма повестка панăччĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ ĕнтĕ салтак аттине тăхăнма та, салтак пăттине çисе пăхма та ĕлкĕрчĕ. Мĕншĕн тесен çурхи призыв апрелĕн 1-мĕшĕнчех пуçланчĕ. Унтанпа час-часах ялсенче салтак юрри шăранать. Кĕçнерни кун, акă, тата пилĕк яша – Упукушкăнчи Алексей Трофимова, Урикассинчи Дмитрий Трифонова, Серенкассинчи Максим Замуткина, Хăмарккари Дмитрий Кудряшова, Хĕрлĕ Чутайри Иван Лысова ашшĕ-амăшĕ, тăван-пĕтенĕ чăваш йăлипе хăна-вĕрле пухса тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме ăсатрĕç, хăйсен тивĕçне пурнăçласа каялла сывă та тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме сунчĕç.

А.ЗАМУТКИНА.