Шкулпа сыв пуллашрăмăр. Халĕ ăçта?

Патшалăх экзаменĕн кăтартăвĕсем тата аслă пĕлÿ хакĕсем

Июлĕн 1-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта кăçалхи май-июнь уйăхĕсенче ирттернĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă.

Республикăра пĕтĕмпе ППЭ 8403 вĕренекен (районта – 114) тытнă, вĕсенчен 356-шĕ (районта 6-шĕ) – пĕлтĕр вĕренсе тухнисем. Министр палăртнă тăрăх, тĕп предметсемпе экзамен тытакансем хушшинче чи пĕчĕк балл пухакансен йышĕ республикăра çулсерен чакса пырать. Чи пысăк 100 балл илекенсен йышĕпе вара эпир кăçал Раççейри регионсем хушшинче 3-мĕш вырăна тухма пултартăмăр.

Пĕрлехи патшалăх экзаменĕн районти пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах:

• Вырăс чĕлхипе чи лайăх вăтам кăтарту Атнар (71,3 балл) тата Хĕрлĕ Чутай (69,4) шкулĕсен пулнă. Республикăри вăтам кăтарту – 66,85 балл. 80 балл ытла Анастасия Волкова, Светлана Долгова, Нина Куропаткина, Наталья Сергеева, Ольга Сидорова, Алиса Чумакова (Атнар шкулĕ), Наталья Васильева (Мăн Этмен), Дарья Капитонова, Анна Михопарова, Ирина Пахинова, Андрей Хораськин, Лариса Башкирова, Алена Иванова, Майя Макарова, Марина Медакина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) пухма пултарнă.

• Математикăпа районти вăтам кăтарту япăхрах – 50 балл (республикăра – 56,10). Хĕрлĕ Чутай шкулĕн – 57,3 балл, Атнар – 50,9. 80 балл ытла районта Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Ирина Пахиновапа Денис Альгешкин кăна пухма пултарнă.

• Обществознанипе 50 ача экзамен тытнă, вăтам балл – 58,6 (республикăра – 63,86). 3 вĕренекен чи пĕчĕк 39 балл та пухăйман.

• Биологи предметне 26 ача суйласа илнĕ, вăтам балл – 49,7 (республикăра – 64,84). Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсен районĕпе илсен чи лайăх кăтартусем пулнă.

• Историпе экзамен тытнă Хĕрлĕ Чутай, Атнар, Çĕн Атикасси шкулĕсенчи 12 ачан вăтам кăтартăвĕ – 48,7 (республикăра – 64,41).

• Химипе 12 ача экзамен тытнă, вăтам балл – 69,5 (республикăра – 76,61).

• Акăлчан чĕлхипе пĕлĕвĕсене тĕрĕсленĕ пилĕк ачан вăтам балĕ – 64,6 (республикăра – 81,33).

• Физика предметне 27 ача суйласа илнĕ, вăтам балл – 53,9 (республикăра – 60,23).

• Литературăпа экзамен тытнă пĕр ача 56 балл пухнă.

Шкултан вĕренсе тухса аттестат илессипе çыхăннă пăлхануллă самантсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Халĕ аслă шкулсене вĕренме кĕме заявлени çырас тапхăр пырать. Владимир Иванов министр палăртнă тăрăх, аслă шкулсене вĕренме кĕрес текенсен йышĕ çулсерен ÿссех пырать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлура паянхи рынок условийĕсенче кирлĕ специальность пирки ашшĕ-амăшĕпе ачисене вăхăтра пĕлтерсе тăмаллине асăрхаттарнă, вăтам пĕлÿ илнĕ специалистсене ĕç вырăнне тупма çăмăлтарах пулнине, вĕсен ĕç укçин шайĕ аслă пĕлÿ илнисенчен те пысăкрах пулма пултарнине палăртнă.

Сăмах май, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренес текенсен укçине те самаях кăларса хума тивет. Акă Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи "тавралăх дизайнĕ" специальноçе алла илессишĕн çулталăкне 118 160 тенкĕ тÿлемелле, Чăваш патшалăх университетĕнче ку специалноçшăн 118 160 тенкĕ ыйтаççĕ (бакалавриат), магистратура – 134 670 тенке яхăн.

Кусем чи хаклă специальноçсем пулчĕç. Чи йÿнни те – куçăмлă майпа (очно) вĕренекенсем валли – 60 пин тенкĕрен кая мар.

Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче документсене июлĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. ЧР Вĕренÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, бюджетлă вырăнсене республикипе 33 пин çамрăк кĕме пултарĕ.

А.КАРПОВА.