Хĕрлĕ Чутай яшĕсем – иккĕмĕш


Хĕрлĕ Чутай яшĕсем – иккĕмĕш

Июнĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 3-мĕшĕччен Шупашкарта Атăлçи тата Урал çар округĕсенчи салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиади иртнĕ. Унта Чăваш Ен чысне Хĕрлĕ Чутай шкулĕн яшĕсем хÿтĕленĕ.

Эдуард Романов педагог ертсе пыракан команда кăçалхи июнь уйăхĕнче Спартакиадăн республика шайĕнче иртнĕ ăмăртăвĕсенче хăйсене пур енчен те лайăххипе кăтартса икĕ федераллă округ хушшинчи ăмăртăва хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕ. Хальхинче те Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсем ăс-хакăл çирĕплĕхĕпе чăтăмлăх тĕрĕслевĕ витĕр тухса хăйсен вăйне кăтартма пултарнă – çĕнтерÿ пьедесталĕн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Пĕрремĕш вырăна Пенза облаçĕнчи яшсем тухнă, виççĕмĕшне – Ханты-Мансийск автономи округĕн команди.

Пушкăрт, Мари Эл республикисен, Оренбург, Пенза, Свердловск, Тюмень облаçĕсен, Пермь крайĕн, Ханты-Мансийск автономи округĕн командисем хушшинче пирĕн район каччисем – Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 9-10-мĕш классенче ăс пухакан Константин Савельев, Евгений Еремин, Николай Аливанкин, Олег Канцеляров, Сергей Сарин, Денис Триковский, Дима Почейкин, Дима Мидейкин, Кирилл Ярайкин, Стас Федотов, Олег Анисимов – спортăн кашни тĕсĕнче хăйсен хастарлăхне, пултарулăхне кăтартса панă.

Мĕнле тĕрĕслевсем витĕр тухма тивнĕ-ха çар çулне çитмен çамрăксен; Çар хатĕрленĕвĕ (автомат сÿтсе пухасси, юрăпа строй смотрĕ), сакăр енлĕ ăмăрту (пневматикăллă винтовкăран пересси, шывра ишесси, граната ывăтасси, 100, 3000 метра чупасси, турник çинче туртăнасси, тăршшĕне вырăнтан тата чупса пырса сикесси), çар эстафети (чăрмавсем урлă чупни, пейнтбол) – çăмăлах килмен яшсене. Çар хатĕрленĕвĕпе 1-мĕш вырăна, пейнтболла выляса 2-мĕш вырăна, çар эстафетинче виççĕмĕш вырăна тухнă хĕрлĕчутайсем.

Пирĕн район команди тата Шупашкарта мала тухнă икĕ команда кăçалхи октябрĕн 8-14-мĕшĕсенче Тутар Республикинчи Нижнекамск хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри Спартакиадăн финалне хутшăнĕç.

А.КАРПОВА.