Хусанта çуллахи Универсиада пырать

Июлĕн 6-17-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада иртет. Унта Раççейĕн 27 çултан аслă мар 640 спортсменран (вĕсенчен 20 яхăн – Олимп чемпионĕсем) тăракан пĕрлештернĕ команди хутшăнать, çавăн пекех 299 тренерпа специалист, 46 спорт судйи.

Чăваш Енрен пĕрлештернĕ командăна çăмăл атлетика тата ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе сакăр спортсмен хутшăнать.

А.Карпова