Математикăпа «иккĕ» илекенсем йышланнă

Суйласа тĕрĕслени ППЭ ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсен 77 процентне пысăкрах балпа хакланине çирĕплетнĕ.

Кăçал республикăра патшалăх экзаменĕ тытнисем математикăпа вăтамран 54,6 балл пухнă. 80 балтан иртме пултарнисем – 466-ăн, çав шутран 46-шĕ 100 балл илнĕ. Пĕлтĕр ун чухлĕ пухакансем пулман, виçĕм çул виççĕн мĕн пур ыйтăва тĕп-тĕрĕс хуравласа чи пысăк бала тивĕçнĕ. Çакна та асăнмалла, кăçал математикăпа "иккĕ" илекенсем нумайланнă: тĕрĕслеве хутшăннă 7874 çамрăкран 6,68 проценчĕ "иккĕ" илнĕ. Вĕсем 24 балран та сахалрах пухнă. Пĕлтĕр экзамена хутшăннисенчен 5,16 проценчĕ чи пĕчĕк бала çитереймен иккен, виçĕм çул – 3,9 проценчĕ. Сăлтавĕ – чылайăшĕ В1 задание пурнăçламаннинче. Çамрăксен 20 проценчĕ 5-6 классен задачисене шутлайман. Тен, учительсен выпускниксене 9-мĕш класс программине тĕплĕнрех памалла, "аслă математика" хыççăн чупма кирлĕ мар.

Районта та математикăпа "иккĕ" илекенсем йышланнă: 109 çамрăкран 13-шĕ чи пĕчĕк бала çитереймен. Вĕсенчен иккĕшĕ экзамена тепĕр хут та тытайман.

Раççей Вĕренÿ надзорĕ пĕлтернĕ тăрăх экзамен ĕçĕсен 77 процентне (80-100 балл пухнисем хушшинче) комисси йĕркене пăсса тĕрĕсленĕ. Уйрăмах Брянск тата Свердловск облаçĕсенче, Калмыки, Ингушети тата Адыгей республикисенче. Вырăнти специалистсене экзамен ĕçĕн хăш-пĕр пайĕсенче почерк пĕрешкел пулманни те "куçа курăнман".

Чăваш Республикинче те хушма тĕрĕслев иртнĕ. Районти шкулсенчен вĕренсе тухакансен ĕçĕсене те, пысăк балл пухнисенне, суйласа илсе хушма тĕрĕслеве панă. Тĕрĕслев комиссийĕ йĕркене пăсмасăр ĕçлени палăрнă.

Ăçта каймалла?

Малашне чи лайăх пĕлÿ илес тесен экзаменра пухнă балсемпе мĕнле усă курмалла? Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче комисси пулас студентсенчен заявленисем йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Вĕсене университет сайчĕсем урлă та пама пулать. Кашни ачан харăсах пилĕк аслă вĕренÿ заведенине, виçĕ направлени енĕпе (факультет, вĕренÿ форми, специальность), заявлени çырма ирĕк пур.

Пĕлме! Заявлени панă чухне нимĕнле документсене те кайса пама кирлĕ мар: электронлă форма тултарсан та çителĕклĕ.

Чылай университетра заявленисене июлĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ, анчах хушма профильлĕ экзамен пур пулсан – июлĕн 10-мĕшĕччен. Июлĕн 25-мĕшĕ хыççăн йышăнакан комисси абитуриентсене суйлать. Пĕрремĕш суйлав витĕр тухнă абитуриентсен документсене августăн 4-мĕшĕччен вĕренÿ заведенине çитермелле. Пушă вырăнсем юлсан иккĕмĕш суйлав витĕр тухнă абитуриентсем вĕренме кĕме пултараççĕ.

Унта ан кай, кунта кай

Специалистсем палăртнă тăрăх, 2017-2018 çулсенче кирлĕ профессисем: менеджер, психолог, маркетолог, программист, система администраторĕ, геодезист, дефектоскопист, инженер-технолог, дизайнер, электромеханик, электрогазосварщик, монтажник, бухгалтер, врач, журналист.

Чылайăшĕ аслă пĕлÿ илмесен лайăх ĕç вырăнĕ тупаймасран шикленет. Халĕ ĕçпе тивĕçтерекенсене ытларах ĕçлеме пĕлни, опыт интереслентерет, хĕрлĕ Диплом мар.

А.АЛЕКСЕЕВА.