Чăваш Ен студенчĕсем форума хутшăннă

Атăлçи округĕн 14 регионти икĕ пине яхăн пултаруллă та хастар студенчĕ çак кунсенче Самар облаçĕнче иртекен çамрăксен "iВолга- 2013" форума хутшăннă. Вăл ĕнер вĕçленнĕ.

Асăннă проект Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулăшнипе иртнĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин делегацийĕ те форума хутшăннă. Форумра яшсемпе хĕрсем хăйсен проекчĕсене тăратнă.

Палăртмалла, Н.И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Светлана Алексеева, вăл медицина факультетĕнче пĕлÿ илет, форума хутшăннă. Вăл хăйĕн проектĕнче ачасен социаллă адаптацине çутатнă.

Чăваш Ен çамрăкĕсем форумсăр пуçне культурăна аталантаракан программăсене те кăмăлпах хутшăннă. Акă Республика кунĕнче, июнĕн 24-мĕшĕнче, вĕсем аниматор пулса зарядка умĕн ташă флешмобĕ йĕркеленĕ, "Çамрăксен пĕрремĕш телеканалĕ" официаллă телевидени форумĕн представителĕсемпе калаçнă, хăнасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарнă, паллă ентешсене аса илнĕ.

А.Замуткина