Синоптиксен прогнозĕпе шăрăх çанталăк çын организмне кăçал та тÿсĕмлĕх енчен тĕрĕслет.
Пирвайхи пулăшу
Пурте хĕвел пайăркисем айĕнче чылай хушă хĕртĕнсен ÿт пиçсе кайнине пĕлетпĕр. Çур сехет хушши ун айĕнче тăрсан ÿт-пÿ ăшă ытлашшипех илет. Унпа 3,3 литр шыв вĕретме пулать! "Хĕвел антăратнин" паллисем: ÿт-пÿ температури 38-40 градуса çитет, пуç çаврăнать, хăсăк тухать, тăн çухатни пулать, алă-ура чĕтрет. Çакă 6-8 сехетрен те палăрма пултарать.
Уйрăмах самăр, тĕрлĕ чирпе асапланакан, эрех-сăра тутанакан çынсем, ачасем, урăх çĕр-шывсенчен канма килнĕ çынсем, климат улшăннă пирки, шăрăхра нушталанаççĕ.
Ÿт хĕвелтен пиçсе кайнин пĕрремĕш паллисене асăрхасанах уçă пÿлĕме кĕмелле е сулхăн вырăн тупмалла, çи-пуçа хывмалла е кĕпен çÿлти тÿмисене вĕçертмелле, пуç çине сивĕ шывра йĕпетнĕ ал шăлли хумалла, пите тата кăкăрсене сивĕ шывпа сирпĕтмелле, минераллă лĕп шыв ĕçмелле, тăн çухатсан çынна аяк çине выртарса пуçне сивĕ тытмалла та "Васкавлă пулăшу" чĕнмелле.
Çынна ăшă антăратсан та пĕрремĕш пулăшу çаплах памалла. Хул хушши айне, мăй тата хыса патне сивĕ шыв тултарнă "полторашкăсем" е пăр тытни те пăсмасть. Ăна 15 минутлăха хумалла, унтан 15-20 минут хушши тăхтав тумалла. Сывлав туйăмне çивĕчлетме хушăран сăмса çывăхне нашатырьпе йĕпетнĕ мамăк тытмалла.
Кондиционер çывăхнех ларма юрамасть: бронхит аталанма пултарать, шăнса пăсăлма май парать. Шăрăх çанталăкра ытларах шыв, симĕс чей, улма-çимĕçсенчен морс туса ĕçмелле.
Мĕн тума юрамасть
• Пĕшкĕнсе ĕçлеме. Шăрăх çанталăкра чылай хушă сад-пахчара пĕшкĕнсе, пуçа чиксе ĕçлесен юн пусăмĕ хăвăрт хăпарать, çакă пуç çаврăнни патне çитерет, тăн çухатма пултаратăр. Инсультран сыхланăр! Пĕчĕк пукан е сак çине ларса ĕçлеме тăрăшăр.
• Эмел ĕçме манмалла мар. Уйрăмах чирлекен çынсен.
• Час-часах ăнран кайса ÿкекен, чирлекен ачасен шыва кĕме аслисемпе пĕрле çÿремелле. Шыва васкаса кĕме кирлĕ мар. Малтанах 30-40 сантиметр тарăнăша кĕрсе ÿт-пĕве шывпа сирпĕтсе илмелле.
Çамрăк аннесене пĕлме
Ытларах шăрăхра çулталăк тултарман пепкесем аптăраççĕ. Уйрăмах суту-илÿ центрĕсенче, автомобиль салонĕнче вырнаçтарнă кондиционерсем вĕсен сывлăхĕшĕн хăрушă. Тĕпренчĕкĕрсем шăнса пăсăлма пултараççĕ. Çамрăк организм хăвăрт шывсăрланать. Çавăнпа та ачана ытларах ăшă шыв ĕçтерме тăрăшăр. Пыршă чирĕсем ан аталанччăр тесен апат-çимĕçсене сивĕтмĕшре усрăр. Шăрăх кун кĕленчери хутăшра 20 минут хушшинчех чире аталантаракан бактерисем нумайланаççĕ.
М.Тоябинская, медпрофилактика уйрăмĕн врач-методисчĕ.