Çанталăк шăрăх пулнă май ытларах ачасемпе çамрăксем, вăй питти çынсем шыв патнелле туртăнаççĕ. Ÿт-пĕве хăвăртрах уçăлтарас килнĕ чух хăшĕсем шыв çинчи хăрушсăрлăх правилисене, тимлĕ пулмаллине манаççĕ. Çакă инкек патне илсе çитерет. Акă, июнĕн 21-мĕшĕнче Яманкасси ялĕнчи пĕвере 1971 çулта çуралнă арçын путса вилнĕ. Инкек мĕн сăлтавпа пулнине халĕ тĕпчеççĕ.
Сăмах май, республикăра та синкерлĕ пулăмсем çинчен пĕлтереççĕ. Июнĕн 30-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи пĕр ялта каç-кÿлĕм çул çитмен çамрăксем пĕве хĕрне шыва кĕме кайнă. Кăшт тăхтасан пĕри куçран çухалнине асăрханă, хăвăртрах аслисене пĕлтернĕ. Анчах та 3-4 метр тарăнăшне путнă 16 çулхи çамрăка çăлма май килмен.
Шывăн турачĕ çук. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн шыва тÿрех кĕме, сикме тăхтаса тăмалла. Ачасен аслисемсĕр шыв хĕрне кайма юрамасть.
А.ЗАМУТКИНА.