Шкултан вĕренсе тухакан каччăсемпе хĕрсем ăсату каçне ахăртнех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсене халĕ пурнăçăн анлă çулĕ, вун-вун професси илĕртет, хăвăртрах ирĕклĕ пулас килет...
Кăçал районти шкулсенчен 109 шкул ачи 11-мĕш класран вĕренсе тухать. Вĕсем валли июнĕн 20-мĕшĕнче ăсату каçĕсем иртĕç. Ачалăх кунĕсем, шкулта вĕреннĕ вăхăтсем, учительсем выпускниксен асĕнче яланлăхах вырнаçса юлĕç. Умра вара пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ кĕтет. Шăпах çак самантран çĕр пин çултан пĕрне çеç суйласа илсе пурнăç çулĕпе малалла утма тивĕ.
А.ЗАМУТКИНА.