Çамрăк армеецсемпе кадетсен çитĕнĕвĕсем

Раççей флотне йĕркелесе яракан Пĕрремĕш Петĕр çуралнă кун, июнĕн 9-мĕшĕнче, Шупашкарта çамрăк моряксен Х Пысăк пухăвĕн регионсем хушшинчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Куславкка, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ районĕсенчен, Шупашкартан тата Мари Республикинчен килнĕ 38 командăри 117 çамрăк тупăшнă.

Асăннă ăмăртусене пĕрремĕш хут хутшăннă Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çамрăк армеецĕсемпе кадечĕсем каллех хăйсене лайăх енчен кăтартса пама пултарнă.

Аслă ушкăнри Анастасия Сятрайкина, Дмитрий Мидейкин, Кирилл Ярайкин çамрăк армеецсем командăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă, пневматикăллă винтовкăран персе, Калашников автоматне сÿтсе-пухса лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Кĕçĕн ушкăнри кадетсем пĕтĕмĕшле кăтартусемпе иккĕмĕш вырăна тухнă. Кунта ытларах тĕрлĕ енлĕ ăмăртса Анна Ейкова, Алексей Дадюков, Юрий Яндайкин кадетсем палăрнă.

Аса илтеретпĕр, паянхи куна Хĕрлĕ Чутай шкулĕ çамрăк армеецсен Спартакиадине хутшăнса унта малти вырăна тухассишĕн тупăшать, хальлĕхе турнир таблицинче виççĕмĕш йĕркере пырать.

Ĕнер асăннă шкулăн çамрăк армеецĕсем салтак çулне çитменнисен Шупашкарта иртекен ăмăртăвĕсене хутшăнма тухса кайнă, вĕсем унтан мĕнле кăтартусемпе таврăнасси паян паллă пулĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.