умхануллă уяв хумĕн ытамĕнче – выпускниксем

Июнĕн 20-мĕшĕнче районти 109 яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа хумхануллă уяв хумĕ хăйĕн ытамĕнче тытрĕ.

Савăнăçлă, çав хушăрах пăлхануллă ăсату каçĕ Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕнче иртрĕ, уява район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Порфирьев хутшăнчĕç, выпускниксене уяв ячĕпе саламларĕç, пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утма, малалла аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕве ÿстерме ăнăçу, телей сунчĕç. Тăван шкула, учительсене ялан асра тытмаллине аса илтерчĕç. Ăсату каçне килнĕ хисеплĕ хăнасем шкул çунатти айĕнчен тухакансене ыр сăмахсем каларĕç, вĕсенчен кашнине çĕр-шыва юрăхлă çын пулма сунчĕç.

Чи хумхануллă самант çитсен пур енчен те маттур, пултаруллă яшсемпе хĕрсене – вĕренÿ çулне ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕçленисене – сцена çине чĕнчĕç.

Кăçал районти 20 выпускник шкула медальпе вĕçленĕ, вĕсенчен 7-шĕн – ылтăн медаль, 13-шĕн – кĕмĕл. Вĕренÿре пысăк çитĕнÿсемпе палăрса Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Анна Михопарова, Зоя Каленова тата Майя Макарова, Атнар шкулĕнчи Светлана Долговапа Виктория Яковлева, Питĕркасси шкулĕнчи Юрий Вазинпа Наталья Мидушкина ылтăн медале тивĕçрĕç, кĕмĕл медале – Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Ирина Пахинова, Анна Долгова, Дарья Капитонова, Андрей Хораськин, Лариса Башкирова, Ирина Ермакова, Алена Иванова, Марина Медакина, Мăн Этмен шкулĕнчи Наталья Васильева, Мария Бархоткина, Питĕркасси шкулĕнчи Ольга Вазина, Надежда Вазина тата Çĕн Атикасси шкулĕнчи Александра Никитина.

Пултаруллă яшсемпе хĕрсене медальсем тата сертификатсем парса чысларĕç, вĕсем ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Павловăн аллинчен чечек çыххисене тивĕçрĕç. Савăнăçлă пай выпускниксен ташши-юррисемпе вĕçленчĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.