Çĕн Атикассинчи спорт маçтăрĕн кандидачĕ


Çĕн Атикассинчи спорт маçтăрĕн кандидачĕ

"Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕнче иртнĕ выпускниксен Ăсату каçĕнче, июнĕн 20-мĕшĕнче, Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕреннĕ Андрей Петрейкин ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Павловăн аллинчен зачет кĕнеки илме тивĕç пулчĕ. Асăннă кĕнеке каччă "Спорт маçтăрĕн кандидачĕ" разряд илнине çирĕплетет. Çавăн пекех ăна кăкăр çине çакмалли паллă парса чысларĕç. Спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тунă яш çак паллăна чăн та тивĕç. Паллах, Андрей çитĕнĕвĕнче унăн амăшĕн, Светлана Петрейкина физкультура учителĕн, тÿпи пысăк.

А.АЛЕКСЕЕВА.