Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн:

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районти потребительсен обществин правленийĕн председательне Валентина Альбертовна Васькована "Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Валентина Васькова райпо тытăмĕнче 1984 çулта ĕçлеме пуçланă. Малтанласа товаровед тивĕçĕсене пурнăçланă, унтан хатĕрлев кантурĕн директорĕнче тимленĕ. 2000 çултанпа – районти потребительсен обществин правлени председателĕ. Валентина Альбертовна тĕрлĕ çулсенче потребкооперацийĕн район, республика, Раççей шайĕнчи наградисене тивĕçнĕ.

Педагогикăпа воспитани ĕç-хĕлĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районти муниципалитетăн ачасене хушма пĕлÿ паракан "Ачасен пултарулăх çурчĕ" бюджет вĕренÿ учрежденийĕн ачасене хушма пĕлÿ паракан педагогне Сергей Николаевич Маркова "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Сергей Марковăн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 22 çула яхăн. Вăл Хусанушкăньпе Çĕн Атикасси, Мăн Этмен шкулĕсенче ачасене технологи, черчени, рисовани предмечĕсене вĕрентет, çав хушăрах 2003 çултанпа Ачасен пултарулăх çуртĕнче тимлет. Вăл тăрăшнипех районти çамрăк космонавтсем республикăри конкурссемпе слетсене хутшăнаççĕ, хăйсем ăсталанă авиамодельсемпе паллаштарса малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Акатуйра Валентина Васьковапа Сергей Маркова çак хисеплĕ ятсене тивĕçнипе патшалăх наградисене Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ертÿçин çумĕ Мефодий Архипов парса саламларĕ.

А.КАРПОВА.