Патшалăх экзаменĕн малтанхи кăтартăвĕсем

Шкул саккипе сыв пуллашма хатĕрленекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр вĕçленсе пырать – вун пĕрмĕш классем Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытса пĕтернĕпе пĕрех. Паянхи куна тăватă предметпа – вырăс чĕлхипе, биологипе, информатикăпа тата историпе – экзамен кăтартăвĕсем паллă.

Вырăс чĕлхипе кăтартусем çапларах: Атнар шкулĕ вăтамран 71,3 балл пухма пултарнă, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ – 69,4 балл, Мăн Этмен шкулĕ – 56,35 балл, Çĕн Атикасси шкулĕ – 63,3 балл, Питĕркасси шкулĕ – 54,2. Районĕпе илсен вырăс чĕлхипе вăтам балл – 63,6, республикипе – 66,39.

Вырăс чĕлхипе районти 108 çамрăк экзамен тытнă, вĕсенчен 15-шĕ 80 балран ирттернĕ.

Биологи предмечĕпе: Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вăтамран 57,8 балл, Атнар шкулĕн – 54,3 балл, Çĕн Атикасси шкулĕн – 49,3 балл, Мăн Этмен шкулĕн – 43,4 балл, Питĕркасси – 34 балл. Районĕпе илсен биологипе вăтам балл – 49,6.

Районти 26 çамрăк биологи предмечĕпе экзамен тытнă, вĕсенчен пĕри кăна 80 балран ирттернĕ.

Истори предмечĕпе: Çĕн Атикасси шкулĕ – 59 балл (вăтам), Атнар шкулĕ – 57,3 балл, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ – 35,2 балл. Районĕпе илсен историпе вăтам балл – 48,7.

Асăннă предметпа районти 12 вĕренекен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.

Информатика предмечĕпе экзамен тытма Çĕн Атикасси шкулĕнчи пĕр вĕренекен кăна кăмăл тунă. Вăтам балл – 44.

А.ВЛАДИМИРОВА.