Савăнăçлă ачалăх, çутă ĕмĕтсем…


Савăнăçлă ачалăх, çутă ĕмĕтсем…

Çакăн пек сăмахсемпе хаклас килет пурнăçра пĕрре килекен ачалăх кунĕсене. Мĕн тери илемлĕ, савăк та ним шухăшсăр çак кунсем. Анчах çак вăхăт мĕн тери хаклă пулнине кăшт ÿссен тин ăнланса илетпĕр. Майăн 31-мĕшĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа районти Ачасен пултарулăх çурчĕн пуçарăвĕпе ачасен обществăлла пĕрлешĕвĕсен районти фестивалĕ иртрĕ. Ачасен уявĕнче ыр кăмăллăх, савăнăç тата ăшă кулă хуçаланчĕç.

Фестивале район пуçлăхĕ Александр Степанов уçрĕ, уяв ячĕпе саламланă май ачасен пурнăçĕпе сывлăхне, прависене хÿтĕлесси, вĕсене аталанса пыма условисем туса парасси район пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине палăртрĕ. Александр Юрьевич Чăвашпотребсоюз председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов ячĕпе ачасен пĕрлешĕвĕсене пылак парнесем парса савăнтарчĕ.

"Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Анастасия Кондратьева та фестивале хутшăнакансене парти ячĕпе парнесем пачĕ.

Фестивале районти шкулсенче йĕркеленĕ ачасен пĕрлешĕвĕсем нумайăн пухăнчĕç. Вĕсем пилĕк номинацире тупăшрĕç, асамат кĕперĕ тĕрлĕ тĕспе ялкăшнă пек, ачасем те хăйсене пур енлĕн кăтартса пачĕç.

"Харпăр хăйпе паллаштарасси" номинацире Хĕрлĕ Чутайра вĕренекенсене çитекен пулмарĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене питĕркассисемпе хусанушкăньсем тухрĕç. "Спортмир" номинаци штанашсем вăйлă пулнине кăтартрĕ, питĕркассисем каллех иккĕмĕш пулчĕç, туриçĕрпÿкассисем – виççĕмĕш. Конкурссем пынă хушăрах асфальт çинче пурăпа ÿкерес енĕпе "Ачалăх вăл – эпĕ тата эсĕ" ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Тури Çĕрпÿкасси ачисен ÿкерчĕкĕ ачалăха чи лайăх сăнлаканни пулчĕ. Шулюсем ку конкурсра иккĕмĕш, атнарсем виççĕмĕш тухма пултарчĕç. "Чи çутă пĕрлешÿÿ" номинацире вара Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Хĕвел" ушкăнĕн пĕрлешĕвĕ мала тухрĕ. "Мастер-класс" номинацире каллех хĕрлĕчутайсем ăсталăхпа палăрчĕç, шулюсемпе хусанушкăньсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Конкурссемпе вăйăсен çĕнтерÿçисем тата призерĕсем пурте Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

А.ЗАМУТКИНА.