Кадетсен училищине чĕнеççĕ

ысăк шайри пĕлÿ илес, икĕ ют чĕлхе вĕренес, спорт енĕпе аталанас шухăшлисене Оренбургри президентăн кадетсен училищине вĕренме чĕнеççĕ. Унта 4-мĕш класран вĕренсе тухнă арçын ачасене йышăнаççĕ.

Училищĕне вĕренме кĕрес тесен малтан тĕрĕслев витĕр тухмалла: вырăс чĕлхине, математикăна, ют чĕлхене мĕнле пĕлнине кăтартмалла, çавăн пекех ачасен спортри çитĕнĕвĕсене тата ытти пултарулăхне хаклĕç.

Асăннă училищĕрен тĕрлĕ енлĕ аталаннă, патриотизмла туйăмлă, патшалăх тата çар службинче тăма хатĕр çамрăксене вĕрентсе кăлараççĕ. Кунта хальхи йышши оборудованисемпе, компьютер технологийĕсемпе, цифрăллă фото тата видеостудисемпе тивĕçтернĕ классенче вĕренеççĕ, кашни ачан ноутбук пур. Спортра çитĕнÿсем тума та майсем çителĕклĕ – 6 спортзал, 5 уçă спорт площадки, футбол вылямалли уй, бассейн. Пурĕ 17 спорт секцийĕ ĕçлет. Ташлама, юрлама, ÿкерме юратакансем валли ятарлă мастерскойсем пур.

Тĕплĕнрех училище сайтĕнче е "вĕри лини" телефонĕсемпе: 8 (3532) 34-25-52 е 34-25-77 ыйтса пĕлме пулать.

Хамăр инф.