Ачасене пирус сутнăшăн явап тыт

Район прокуратурипе полици уйрăмĕн сотрудникĕсем алкоголь тата пирус сутакан суту-илÿ точкисем тăрăх çул çитмен ачасене асăннă таварсене сутнă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе рейд ирттернĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче Пантьăк ялĕнчи "Пятерочка" лавккара сутуçă 1996 çулта çуралнă çул çитмен ачана пĕр пачка BOND-STREET пирус сутни паллă пулнă. Сутуçă ачаран çул çитнине çирĕплетекен документ ыйтман, çулне куçпа курса çеç палăртнă.

РФ "Табак туртас тĕлĕшри чарусем çинчен" федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн территорийĕнче 18 çул тултарман граждансене пирус сутма юрамасть.

Палăртас пулать, асăннă саккунри чару чи малтанах пирус туртни çынсен сывлăхне сиен кÿнипе çыхăннă.

Çитĕнекен çамрăк организма пирус уйрăмах пысăк сиен кÿрет. Çакна пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Çитĕнсе çитнĕ çын çеç хăй тĕллĕн шухăшласа тивĕçсене пурнăçлама, мĕнле пурăнас килет çапла пурăнма пултарать. Гражданла саккунсемпе килĕшÿллĕн 18 çул тултарманнисен вара кун пек тума ирĕк çук.

Çÿлерех асăннă саккуна пăснă тĕслĕхшĕн РФ Административлă правасен Кодексĕн 14.2 статйипе административлă явап тыттарма, должноçри çынна тăватă пин таран штрафлама йышăннă.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе саккуна пăснă сутуçă-кассир пирки административлă ĕç пуçарнă.

Е.ТИМОФЕЕВ, район прокурорĕн пулăшуçи.