Çĕн Атикасси шкулне – çĕнĕ автобус

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун, июнĕн 1-мĕшĕнче, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра республикăри шкулсене çĕнĕ 22 автобус уççисене панă. Çĕнĕ шкул автобусне тивĕçнисем хушшинче пирĕн районти Çĕн Атикасси шкулĕ те пур.

Шупашкарта иртнĕ савăнăçлă мероприятие пухăннисем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнчи вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан 12 ача тата Валентина Ядранская шкул директорĕпе Алина Ильина вĕрентекен пулнă. Вĕсем Хĕрлĕ лапамри уява курса савăннă, Шупашкар заливĕнче уçăлса, çĕнĕ шкул автобусĕ çине ларса тĕп хуламăр тăрăх курса çÿренĕ, ачасен паркĕнче пулнă.

Шкул автобусĕн пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк: вĕренекенсене уроксене вăхăтра çитерме, районта тата республикăра иртекен тĕрлĕ мероприятисене, олимпиадăсене тухса çÿреме кирлĕ вăл. Валентина Ядранская директор пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра шкул автобусĕсемпе Çĕн Атикасси шкулне 18 ялтан140 ытла ачана вĕренĕве илсе çÿреççĕ. Çĕнĕ автобус та ĕçе пуçăннă ĕнтĕ.