Пĕтĕм Раççейри олимпиада çĕнтерÿçи


Пĕтĕм Раççейри олимпиада çĕнтерÿçи

Çĕр-шыври вĕренÿ тытăмĕнче юлашки вунă çулта пулса иртнĕ реформăсем çынсен тивĕçлĕхне хисеплеме кăна мар, тĕрлĕ енлĕн аталанса пыракан ăслă-тăнлă вĕренекенсем çине те урăх куçпа пăхма хистеççĕ. Майĕпен эпир обществăн интеллектуаллă вăй-халне упраса тата аталантарса пымасăр çĕнĕ наукăсен технологи ĕмĕрне куçма май çуккине ăнланса илме пуçларăмăр. Обществăри социаллă тата экономика улшăнăвĕсем çынсенче пултаруллисене, активлисене, анлă тавра курăмлисене тупса палăртма ыйтаççĕ.

Сăмахран, Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн вĕрентÿ моделĕнче те талантлă ачасене малалла аталанма майсем туса парасси пуринчен малта тăрать. Шкулта пултаруллă учительсем ĕçлеççĕ, вĕсенчен нумайăшĕ аслă категориллĕ: В.В.Кабардаев, О.Н. Михеева, З.Г.Полозина, В.И.Ярабаев, Т.В.Горбунова тата ыттисем. Çавăнпах шкулта Пĕтĕм Раççей, республика тата район шайĕнче иртекен конкурссемпе олимпиадăсенче çитĕнÿсем тăвакан ачасем нумай.

Вĕсенчен пĕри – 10-мĕш класра «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă Алена Ястребова, вăл каллех пире черетлĕ çитĕнÿпе савăнтарчĕ. Нумаях пулмасть Алена 9-11 классем хушшинче вырăс чĕлхипе "Эпир тĕрĕс калаçатпăр" Пĕтĕм Раççейри дистанциллĕ олимпиадăра пуринчен нумайрах балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех Алена унччен малтан "2012 – 2013 çулхи чи лайăх вĕренекен" Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсĕн иккĕмĕш турне парăнтарса II степеньлĕ лауреатăн Дипломне тивĕçрĕ. Унсăр пуçне вăл РФ Вĕренÿ министерствин ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен, педагогсен Пĕтĕм Раççейри Интернет-порталĕнче иртнĕ "Пĕтĕмпех пĕлес килет" олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăнса Диплом та илчĕ.

Пултаруллă вĕренекен Пĕтĕм Раççейри хими олимпиадин муниципаллă тапхăрĕнче пĕрремĕш тухрĕ, обществознанипе – иккĕмĕш, право предмечĕпе виççĕмĕш пулчĕ. Шкул пурнăçĕнче активлăхпа палăракан хĕр экологипе иртнĕ пултарулăх конкурсĕсене те хутшăнчĕ. Алена малашне те çитĕнÿ çулĕпе пырасса шанас килет.

О.МИХЕЕВА, 10-мĕш класс ертÿçи.