Чутай енĕн пĕчĕк çăлтăрĕсем

Майăн 29-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕнче Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине халалласа шкул çулне çитмен ачасем хушшинче "Манăн хаклă тĕп хула" ятпа фестиваль иртнĕ.

Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ пултаруллă ачасемпе, чăн та, пуян. Çакна фестиваль туллин çирĕплетсе панă. Çамрăк артистсем фестивале кăмăлпах хутшăннă, куракансене икĕ сехет хушши хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарма пултарнă. Наци костюмĕсем вара вĕсен сăнне туллин йĕркелеме пулăшнă. Савăнăçлă мероприятире райадминистрацин вĕренÿ пайĕн методисчĕ Татьяна Улянды сăмах илнĕ, педагогсене тата вĕсен вĕренекенĕсене уявпа саламланă. Фестивальсем йĕркелени районта çамрăк артистсене тупма тата вĕсен пултарулăхне малалла аталантарма хавхалантаракан сăлтав пулни паллă ĕнтĕ. Çакă ачасене те, вĕрентекенсене те кирлĕ.

Фестивале пĕтĕмлетнĕ май çамрăк талантсене пурне те мероприятие активлă хутшăннăшăн грамотăсем парса чысланă.

Чаплă уяв ачасем хушшинче çĕнĕ çăлтăр çутма пулăшасса шанатпăр.

А.ВЛАДИМИРОВА.