Чăваш Ен хĕр ачи – «Евровидени-2013» финалĕнче

Мускавра "Евровидени – 2013" ача юррисен суйлав конкурсĕн çурма финалĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчен унта Анастасия Егоркина хутшăннă.

Настя 20-мĕш номерпе тухса "Музыка" ятлă юрра шăрантарнă. Жюри 18 коллектива тата юрăçа суйласа илнĕ, вĕсем пурте финала тухнă, вăл шутра Анастасия Егоркина та.

Июнĕн 2-мĕшĕнче иртекен конкурс финалĕнче Настя 5-мĕш номерпе юрлать.

Раççейре пурăнакансем çамрăк юрăçшăн SMS-па сасăлама пултараççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх "Евровидени – 2013" ачасен конкурсне Раççейрен кам каясси паллă пулать. Вун пĕрмĕш хут пулакан ачасен конкурсĕ ноябрĕн 30-мĕшĕнче Киевра иртет.

Настя Кÿкеç лицейĕнче саккăрмĕш класра вĕренет. Вăл – пĕтĕм çĕр-шыври тата Раççейри конкурссене хутшăннă, çĕнтерÿçĕ пулнă. Республикăри "Мехел" конкурсра темиçе хут çĕнтернĕ. Настя тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Вероника Арисован пултарулăх мастерскойĕнче вокала вĕренет.

"Настя питĕ активлă, тăрăшуллă хĕр ача. Унăн йăлтах ăнăçлă пуласса шанас килет", – тет Шупашкарти "Сингл" вокал студийĕн ертÿçи Вероника Иванова.

А.ДМИТРИЕВА.