Çĕн Атикасси вĕренекенĕсем Анапăна кайĕç


Çĕн Атикасси вĕренекенĕсем Анапăна кайĕç

Майăн 29-мĕшĕнче Канаш хулинче Республика Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри "Президент ăмăртăвĕсем" XV Спартакиадăн финалĕ иртнĕ.

Унта ултă команда тĕл пулнă: Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенчи тата Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел районĕсенчи виçĕ ял шкулĕсенчи командăсем. Пирĕн районтан ăмăртăва Светлана Петрейкина физкультура учителĕ ертсе пынипе Çĕн Атикасси шкулĕн команди хутшăннă. Аса илтеретпĕр, вĕсем икĕ хутчен Çĕмĕрле хулинче пĕрремĕш тата иккĕмĕш этапсенче çĕнтернĕччĕ. Майăн 24-мĕшĕнче çавăнтах иртнĕ "Президент ăмăртăвĕсем" спорт тупăшăвĕнчи çурма финалта тăхăр команда хушшинче иккĕмĕш тухнăччĕ. Хальхинче те вĕсем çĕнтерес тата сентябрь уйăхĕнче Анапăра иртекен Пĕтĕм Раççейри "Президент ăмăртăвĕсен" финалне путевка çĕнсе илес кăмăлпа тупăшнă.

Ăмăртусем теори конкурсĕнчен пуçланнă. Кашни командăран тăватă çын хутшăннă. Виçĕ минут хушшинче вĕсен тестри спортпа çыхăннă пилĕк ыйту çине хурав памалла пулнă. Çĕнатикассисем 47 çеккунтра хурав панă, тăваттăмĕш вырăна тухнă. Пĕрремĕш вырăна Патăрьел команди тухнă, вĕсем 34 çеккунтра хуравланă. Çапла пирĕн район команди çăмăл мар лару-тăрăва лекнĕ. Иккĕмĕш конкурсра вĕсем иккĕмĕш тухнă. Виççĕмĕш конкурсра патăрьелсене кая хăварса каллех иккĕмĕш тухнă. Нумай енлĕ спорт тупăшăвĕнче Анастасия Семенова, Эльвира Ильина, Михаил Софронов, Алексей Аксаков, Мария Тимешкова, Виктория Сюткина призерсем пулса тăнă. Вĕсем пурте Дипломсене тивĕçнĕ.

Çивĕч кĕрешÿ пĕтĕмлетĕвĕсемпе пĕрремĕш вырăна Канаш хулинчи команда тухнă, иккĕмĕш – çĕнатикассисем, виççĕмĕш – патăрьелсем.

Çапла майпа Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем ял командисем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, Анапăна кайма путевка çĕнсе илнĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсен çуллахи каникула пăхмасăр тăрăшсах Раççей шайĕнчи ăмăртусене хатĕрленме тивет.

А.ЗАМУТКИНА.